Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Сывлӑш ҫар вӑйӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Сывлӑш ҫар вӑйӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Раҫҫей Федерацийӗн Сывлӑш ҫар вӑйӗсен хисеплӗ ҫар ҫыннийӗсемпе ветеранӗсем!

Сире уяв ячӗпе саламлатӑп!

 Эсир пуҫ тӑрринчи кӑвак тӳпе тӑнӑҫлӑхне, Раҫҫей Федерацийӗнче пурӑнакан мӗнпур ҫыннӑн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтеретӗр, ҫӗршывӑмӑрӑн наци интересӗсене хӳтӗлесе унӑн оборона вӑй-хӑватне ҫирӗплететӗр.

Ҫар авиацийӗ Раҫҫей мухтавӗ шутланать, вӑл малта пыракан наукӑн ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсене, тӗнчери чи лайӑх техникӑна сӑнарлать. Ҫакӑнта Чӑваш Енӗн те хӑйне уйрӑм тӳпи пур. Республика электронлӑ хатӗрсем туса хатӗрлет тата авиаци отраслӗ валли системӑсем туса кӑларать. Вӗҫев хӑрушсӑрлӑхне, маршрутсен тӗрӗслӗхне тата самолетсен тухӑҫлӑхне шӑпах вӗсем тивӗҫтереҫҫӗ.

Калама ҫук пысӑк ӑсталӑх, юлашки вӑй-халпа тата майпа ӗҫлеме пӗлни, кӑмӑл-сипет ҫирӗплӗхӗ –летчиксен тӗп пахалӑхӗсем, ахальтен мар вӗсене пурте хисеплеҫҫӗ тата вӗсемпе мухтанаҫҫӗ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ ҫакна яр уҫҫӑн ҫирӗплетсе парать.

Вӗҫевҫӗсене, Раҫҫей Сывлӑш ҫар вӑйӗсен ветеранӗсене тата паянхи уявпа тӳрремӗн ҫыхӑннӑ мӗнпур специалиста пысӑк ӑсталӑхшӑн, хӑйсен тивӗҫне тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннӑшӑн пур кӑмӑлтан тав тӑватӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, умри пӗтӗм тӗллеве ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

          Пуҫлӑхӗ                                                             Олег Николаев



12 августа 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter