Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Раҫҫейĕн симĕс ылтăнĕ» căрапа хăмла фестивальне уҫнă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Раҫҫейĕн симĕс ылтăнĕ» căрапа хăмла фестивальне уҫнă

Кăҫал Чăваш Республикинчи сăра фестивальне хăнасем Раҫҫейри 11 регионтан пухăннă.  Пĕтĕмпе 25 ытла предприяти мероприятине хутшӑнакансене хăйсен паха таварĕсемпе паллаштарма кăмăл тунă.  Фестивале килме кăмăл тунисен йышĕ маларах палăртса хунинчен тăватă хут та ытларах ӳснĕ. 

Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерствипе «Россельхозбанк» Генеральнăй партнер витĕм кӳнипе 2023 ҫулта Сӑра фестивалӗ пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ.  Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă. 

«Форумăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашасси, хăмла лартса ҫитĕнтерес ӗҫре пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса  пысăк тухăҫ туса илме вĕренсе пырасси.  Раҫҫейре сăра тирпейлесе кăларакансен йышне ӳстерес тата ăна халăх патне  пысӑк пахалăхпа илсе ҫитерес ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  2020 ҫулта пирĕн регион туса хатĕрленĕ план федераци шайĕнче пысăк хисепе тивĕҫнĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви асӑннӑ пуҫарӑва хапăл тусах пулăшма килĕшнĕ.  Тепĕр тесен, пирĕн регионта хăмла лартса ҫитĕнтерме ҫителĕклĕ таран условисем пурри те  производство калăпăшне ӳстерме витĕм кӳрет», - тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Финанспа рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен комитечӗн Председателĕ Анатолий Аксаков сăмаха малалла тăснă май, сăра историйĕ Чăваш Енĕн мĕн авалтан пуян пулнине асăннă.  «Сăра пĕҫерекен ăстаҫăсем Чăваш Енре ытларах пулни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать.  Кăҫал фестивале халăх ытти чухнехинчен самай йышлăн пухăннă. Предприятисемпе организацисем курава хапăл тусах хутшăннă.   Пирĕн тавара Раҫҫейре кăна мар, ҫĕршыв тулашĕнче пурӑнакансем те лайӑх пĕлеҫҫĕ. Ахальтен мар пулӗ паха сăрана тутанса пăхма Чăваш Ене ытти субъектсенчен ҫынсем хапӑл тусах килеҫҫĕ», - тенĕ депутат.  

Россельхозбанкӑн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская Чăваш Республики сăра тирпейлесе кăларассипе ыттисемшĕн чăнласах та тĕслĕх пулнине палăртнă.  Ҫавăнпах Банк мероприятине йĕркелесе ирттерес ӗҫре пулӑшма килĕшнине,   «Раҫҫейĕн симĕс ылтăнĕ» фестивалӗн генеральнăй спонсорӗ пулма хапăл тунине пĕлтернĕ вӑл.

Ҫурла уйăхĕн 17-18-мĕш кунĕсенче хулара ĕҫлӗ программӑна ирттерме палӑртса хунӑ. Унта Раҫҫейрен 120 ытла тĕрлĕ эксперт хутшăнма кăмăл тунă.  Специалистсем мероприяти кăсăклă пуласса шантараҫҫĕ.



14 августа 2023
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter