Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйăрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тăрĕ

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйăрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тăрĕ

Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ планерка вăхăтĕнче палăртса хăварнă.  Канашлăва пухăннисем хуҫасăр чĕр чунсем пирки сăмах хускатнă.

«Хуҫасăр йытăсем ҫынсене час-часах тапăнни, нумай чухне тĕрлĕ пăтăрмах кăларса тăратни   пире ыйтăва тимлĕн тишкерме хистет.   Ятарлă ҫирĕп йышӑну туса хăвармалла, ӑна саккун евӗр ҫирĕплетни паха.  Килти чĕр чунсене – кушаксемпе йытăсене уйрăмах тимлĕн пӑхмалла. Енчен те усрава илнĕ пулсан вĕсене пурăннăҫемĕн каярах килтен урама кăларса ямалла мар.  Ку сăмаха ăнсăртран мар пуҫаратпăр, ҫитес ҫула эпир Экологи ҫулталăкĕ тесе палăртасшăн.   Апла пулсан, ку ыйтăвăн хуравне те тупмаллах. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ырӑ пулма вĕрентмелле, чĕр чунсене пĕчĕккĕ чухне кăна юратни ҫителĕксĕр пулнине, вĕсене ӳссе ҫитĕнсен те май пур таран пулăшма тăрăшмаллине ӑша хывтармалла. Пирĕн малашлăхри ĕҫсене комплекслă майпа туса пыма  хӑнӑхмалла, ун чухне асӑннӑ лару-тӑру йĕркене кӗресси те иккӗлентермӗ», – тенĕ вăл.  

Патшалăх ветеринари служби чĕр чунсем валли те ҫирĕп йĕрке пăхса хăварма ыйтать.  «Паллă, эпир хамăр енчен чӗр чунсем валли приютсем туса пама пултаратпăр-ха, анчах ку кӑна ҫителĕксĕр. Халăха ăнлантармалла. Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – ачасене  аталанма, тавра курăмне ӳстерме ытларах та ытларах лайӑх майсем туса парасси. Урамра хуҫасăр йытăсем сахал пулсан эпир приютсем те туман пулăттăмăр. Ун пек чухне укҫа-тенкĕ те перекетленет, тепĕр тесен ӑна ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объект тума та уйӑрма пулать», – тесе  палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.    Республикăри мĕнпур муниципалитетри лару-тăрăва ку енӗпе тарăн тишкермелле, кирлĕ пек йышăнусем туса хăвармалла.

Кăҫалхи 7 уйăх хушшинче пĕтĕмпе хуҫасăр 937 йытта  тупса палăртнă, 465-шне приюта вырнаҫтарма йышăннă.  Ку ĕҫе волонтерсем хастар хутшăннă. Йывăр чирлисене, сиплеме май ҫук пулсан, яланлăхах ҫывăратса яма эмелсем параҫҫĕ. 

 ЦУР  пĕлтернĕ тăрăх, кăҫал ҫынсенчен электронлă майпа 841 ҫăхав килнĕ. Канашра пурăнакансем те хыпарсем ярсах тӑраҫҫĕ. Ку тăрăхра, ыттисемпе танлаштарсан, хуҫасăр йытăсем уйрăмах нумайланса кайнă.

 



14 августа 2023
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter