«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ

«Шурă чулсем»  спортпа сывлăха ҫирĕплетмелли центрта ачасен канăвĕ усăллă ирттĕр тесе виҫĕ темăпа ятарлă сменăсем йĕркеленĕ.  Пĕтĕмпе 1300 ача хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме кăмăл тунă.  Унта вӗсемшӗн  футболла, волейболла выляса хӑйсен ӑсталӑхне туптама тĕрлĕ майсем йӗркеленӗ.  Туризм теми те кун йӗркинчех.  

Палăртса хăваратпăр, «Росинка»  тата «Вăрман юмахĕ» сывлăха ҫирĕплетмелли физкультурăпа спорт центрӗсенче проекта 2024 ҫулта туллин пурнăҫа кĕртме палӑртнӑ. 

Проектăн пĕрремĕш пĕтĕмлетĕвĕсемпе  ертӳҫĕсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ канашлура тĕплĕн  паллаштарнă. 

«Питĕ аван пуҫару. Виҫĕ сменăра канакансем лагерьте тавра курăмне ӳстереҫҫĕ, пурнăҫăн тĕрĕс ҫул-йĕрĕпе пыма вĕренсе пыраҫҫĕ.   Лагерьсенче пĕр-пĕрин вĕренӳри паха опычĕпе паллашма пулать, ҫӗнӗ юлташсем тупма, туслăха ҫирĕплетме те май пур.  Пĕтĕмпе вунă регион килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Тăваттăшĕ вара проекта тӳрех пурнăҫлама тытăннă. Ӑна пурнăҫа кĕртекенсенчен малтисем – эпир.  «Артек» мĕнпур ачана йышăнма яланах хатĕр», – тесе ҫирĕппĕн палăртсах каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев нумаях пулмасть «Артек» лагерьте ачасемпе тĕл пулнăччĕ.  Ун чухне ертӳҫĕсем шăпах  «Губернатор лагерĕ»  проекта сӳтсе явнăччĕ.

«Шурă чулсем» сывлăха ҫирĕплетмелли кану центрĕнче «Губернатор лагерьне» йӗркелессине 2022 ҫулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика  университечĕ тата «Артек» центр пĕр-пĕринпе туслӑн килĕштерсе ĕҫлесси ҫинчен тунӑ килĕшӳре ҫирӗплетнӗ.  Пирĕн республика проекта пурнăҫа кĕртме хапăл тунă 10 субъект йышне кӗрет.  Пилот регионсем хăйсем ҫине илнĕ яваплăха туллин пурнăҫлама тӑрӑшни те куҫ кĕретех.

«Артек» хăйне евĕр питĕ лайăх кану центрĕ. Кунта ачасен тавра курăмне аталантарма, сывлăха ҫирĕплетме хăтлă условисем йĕркеленĕ.  Пурлăхпа техника никӗсӗ куллен ҫĕнелсе тата пуянланса пыни те ҫакнах ҫирĕплетет.  «Спорт – пурнăҫ норми» федераци проектне тĕпе хурса спорт тӳремне хатĕрленĕ.  Волейболла, футболла выляса ăсталăха туптама ачасем валли чаплă стадионсем тунă.  Ачасен ҫарпа патриотизм туйăмне ӳстерме, вӗсем валли ятарлă спорт уйрăмĕсем йĕркелеме 2024 ҫулта комплекслă тĕрлĕ ĕҫсем тума плана кĕртсе хăварнă.  Бассейн пуласси паллă. Апла тӑк, палăртса хунисене пĕтĕмпех пурнăҫа кӗртес пулсан, ҫитĕнекен ăрăвӑн ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма, вăй-халне аталантарма кунта хăтлă условисем пуласси никама та иккĕлентермĕ», – тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин  спорт министрĕ Василий Петров

 



15 августа 2023
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter