Аслă экономика канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

Аслă экономика канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

Инвестицишĕн налук енĕпе вычет илесси, офсет контракчĕпе усă курасси, уйрăм экономика зонинчи çăмăллăхсене анлăлатасси — çак тата ытти ыйтăва ытларикун республикăн Аслă экономика канашĕн анлă ларăвĕнче сӳтсе явнă. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисем бизнеса, территорисене аталантарма пулăшмалли мерăсен тухăçлăхĕшĕн пăшăрханнине пысăка хурса хакланă. Ларура çĕкленĕ ыйтусенчен чылайăшĕ, ун шучĕпе, татса памаллискерсем - влаç сĕнӳсене шута илсе пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлĕ.

Аслă экономика канашĕн председателĕ, Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков бизнеса патшалăх енчен пулăшмалли инструментсем питĕ нумаййине палăртнă - муниципалитет округĕсен, предприятисен ертӳçисен вĕсем пирки пĕлмелле, çак инструментсемпе тухăçлă усă курма тăрăшмаллине каланă.

 



16 августа 2023
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter