Инди компанийĕ '' Ҫӗнӗ Шупашкар '' уйрӑм экономика зонине кӗме пултарать

Инди компанийĕ '' Ҫӗнӗ Шупашкар '' уйрӑм экономика зонине кӗме пултарать

Костюмсем  ҫĕлеме ятарлă ҫӑмран тӗртнӗ пир-авӑр фабрикине хута ярасси ыйту кун йĕркинче тăнă.  Пуласлăхри плана ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче тĕплĕн тишкернĕ.

Енчен те палăртса хунă пек пĕтĕмпех пулсан, палăртнă производство пĕтĕм тĕнчипе анлă сарăласси те паллă пулĕ.  Чи малтанхи тапхăрпа производство ĕҫлесе кайсан, халăх валли 200 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.  Енчен те проект ăнăҫлă пурнăҫлансан, иккĕмĕш тапхăрпа производствăна 400 ытла ҫынна явăҫтарма тĕллев лартнă.  

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа  Response International BVI  компанийĕн ертӳҫи Лохия Аджай Пракашпа тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра тарăн сӳтсе явнă.  

«Ют ҫĕршывсенчен пирĕн тăрăха килсе, инвестици хывас текенсене Чăваш Ен хапăл тусах йышăнать.  Инвестициллĕ проектсене эпир хамăр енчен тĕрев пама та хатĕр.  Ятарлă экономика зонинче производствăна хута яни питĕ аван пулнă пулĕччĕ», -  тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Чӑваш Енĕн инвестици вӑй-хӑвачӗ пысӑк пулнине палӑртнӑ Пуҫлăх. Инвесторсем валли лайӑх условисем туса пама тата промышленноҫ вӑй-хӑватне ӳстерме республикӑра инженери инфратытӑмӗпе пуянлатнӑ индустри паркӗсем тӑвас ӗҫ пырать. Хальхи вӑхӑтра 3 индустри паркӗ ӗҫлет. Хушма парксем Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Патӑрьел округӗнче пулӗҫ. '' Ҫӗнӗ Шупашкар '' - производство йышши ятарлӑ экономика зонинче инфраструктура тӑваҫҫӗ.

«Ковида пула Европӑра хӑш-пӗр майсене ҫухатрӑмӑр, анчах та пирӗн Раҫҫей рынокне кӗме май пулчӗ, вӑл пире аталанма  пулăшрĕ. Эпир инвестицисемпе  проектăн калӑпӑшӗн ыйтӑвӗсене пӑхса тухӑпӑр.  Пирĕн ушкăн сӗнӗве хак пама ҫур уйăх хушшинче килсе ҫитĕ», - тесе палăртса каланă Response International BVI  компанийĕн ертӳҫи Лохия Аджай Пракаш.

Индие Чӑваш Республикин экспорт ӗҫ-хӗлне аталантармалли приоритетлӑ ҫӗршывĕсенчен пӗри тесе палӑртнӑ.  Тулашри суту-илӳ пĕлтĕрхи ҫул самай ӳснĕ, кăтарту 31,5 процент хăпарнă. Кăҫал ҫур ҫулта кăтарту каллех 3,7 хут ӳснĕ. Пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыни сисĕнет.  

 



16 августа 2023
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter