Регион Пуҫлӑхӗ тӑван чӗлхене вӗренмелли калаҫу кружокне йӗркелес текен шухӑша ырланӑ

Регион Пуҫлӑхӗ тӑван чӗлхене вӗренмелли калаҫу кружокне йӗркелес  текен шухӑша ырланӑ

«Шурă чул» физкультурăпа сывлăха ҫирĕплетмелли центрта пĕрремĕш сменăна  ҫӳрекенсемпе республика ертӳлĕхĕ уҫă  калаҫу ирттернĕ.  Мероприятине пухăннисем хушма вĕренӳ, Тăван ҫĕршыва юратасси, ырă ĕҫ тăвакансен юхăмне вăй илтерсе пырасси, туризм ыйтăвĕсене сӳтсе явнă, ҫав вăхăтрах тăван чĕлхепе ҫыхăннă ҫĕнĕлĕхсе пирки те канашланă. 1-мĕш №-лĕ Гимназире вĕренекен хăйсен шкулĕнче тăван чĕлхепе калаҫма тата ăна ăша хывса пыма май паракан ятарлă кружок ĕҫне йĕркелесе яма пулмасть-ши тесе ыйтнă Пуҫлăхран.

«Ҫав тери паха шухăш.  Сирĕн шкулта кăҫалах ку пуҫарăва пурнăҫа кĕртĕпĕр.  Эпир 2020 ҫултан пуҫласа чăваш чĕлхине вĕрентессине ҫĕнĕлле йĕркелеме тытăнтăмăр.  Кирек епле чĕлхене те вĕренес тесен, чи малтан грамматикăна  пĕлмелле, унпа усă курма хăнăхмалла.  Эпир хамăрăн ĕҫе пачах та урăхла йĕркелерĕмĕр. Калаҫма чи малтан вĕренсен, каярах грамматикăна та ăша хывма тен меллĕрех пулĕ.  Пурнăҫра усă куракан сăмахсемпе час-часах калаҫмалла. Ун чухне, тăван чĕлхепе калаҫакансен йышĕ тата та ӳссе каясси никама та иккĕлентермĕ.  Ачасене мĕн пĕчĕкрен пĕр-пĕринпе чăвашла калаҫма хăнăхтармалла. Унăн илемлĕхне туйсан,  тăван сăмахсен хитре янăравне илтсен вĕсем, тен ӳлĕмрен ӳссе ҫитĕнсен хапăл тусах юратса калаҫĕҫ чăваш чĕлхипе.  Эпир пĕлтĕр 9-мĕш класра вĕренекенсене валли ятарлă пособи хатĕрлесе кăларнă.  Ҫĕнĕ кĕнекесем вĕсене тăван чĕлхепе калаҫма самай витĕм кӳрессе пĕлсех тăратпăр.  Эсир илсе ҫитернĕ шухăш, пирĕн ĕҫсене тата та лайăхрах йĕркелеме пулăшасса ăнланатпăр», - тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Паттăрсен ҫĕршывĕ» ҫарпа истори лагерьĕнче икĕ смена пур. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Раҫҫей ҫар историйĕн обществи Пĕтĕм Раҫҫейри обществăпа патшалăх организацийĕ хушшинчи ĕҫлĕ килĕшĕве пула йĕркеленĕ.

Пухăннă хăнасем лагерьти ачасен шухăш-кăмăлĕпе тĕплĕн паллашнă. Вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав панă,  Центрти инфратытăма пăхса ҫаврăннă. Ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ ертӳҫĕсем.  Палăртма кăмăллă, кану центрĕнче сывлăха ҫирĕплетнисĕр пуҫне, ăс-тăна пуянлатма меллĕ, ăс-хакăл тĕнчине, тавра-курăмлăха та ӳстерсе пыма тĕрлĕ условисем пур.  Тĕрлĕ темăсемпе ачасем хапăл тусах кăсăкланни куҫ кĕретех.   Палăртса хăваратпăр, Ҫĕршыв паттăрĕсем  пирки тĕрлĕ репортажсем туса хатĕрлет ҫамрăк яш-кĕрĕм.

«Проекта пурнăҫа кĕртме чылай ҫынна явăҫтарнă.  Пурне те тав сăмахĕсем калатпăр.  Ӳлĕмрен те пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕр. Хамăр енчен май пур таран тĕрев парса пулăшма та тăрăшăпăр», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Ачасем питĕ хавас кăмăллă, хăйсене  аван туяҫҫĕ центрта.  Чи пахи вара – кунта вĕсем  тус-юлташсем тупни.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсемпе ĕҫлеме вĕренсе пыраҫҫĕ кунта пухăннă ҫамрăксем.

Кашни ҫул проекта хутшăнакан регионсене ҫĕнĕрен суйласа илеҫҫĕ. Мероприятисене наци проекчĕсене тĕпе хурса йĕркелеҫҫĕ.  Ҫулсерен 5000 ҫамрăк хăйсен ăсталăхне туптать, вĕсем - 12 ҫултан пуҫласа 17 ҫула ҫитнисем.

«Шурă чул» центрта 14 кун хушшинче пĕтĕмпе 14 регионтан  450 ача хăйсен сывлăхне ҫирĕплетнĕ, Тăван ҫĕршыва хисеплеме, уншăн парăнса пурăнма вĕреннĕ.   

Палăртса хăваратпăр, ҫурла уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуҫласа авăн уйăхĕн 2-мĕшĕччен иккĕмĕш смена  ĕҫлĕ.  

 



16 августа 2023
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter