Чăваш Енре Укça-тенкĕ eнĕпе пĕлӳ парас тĕлĕшпе регионсен практикин уçă форумĕ ĕçлеме тытăннă

Унăн пĕр лапамĕнче - Чăваш наци музейĕнче - «Укça-тенкĕ енĕпе пĕлӳ паракан волонтерсемпе ĕçлемелли май-меслет: регионсен опычĕ» ятпа «çaвра сĕтел» хушшинчи калаçy иртрĕ. Унта регионсенчен килнĕ представительсем, РФ Финанс пĕлĕвĕ парассине аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен ассоциацин гендиректорĕ Вениамин Каганов, республикăри финанс пĕлĕвĕ парас енĕпе ĕçлекен волонтерсем хутшăнчĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра финанс пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе волонтерсем тăвакан ĕçcене тишкерсе тухрĕ, ку енĕпе пурнăçлакан регионăн 4 практикине ырланине палăртрĕ, малашнехи тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе волонтерсене лайăxрах ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Регионсен представителĕcем хăйсен практикипе паллаштарчĕç.

www.hypar.ru



18 августа 2023
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter