Владимир Путин ертсе пынă Раҫҫей Федерацийĕн Патшалӑх Канашӗн Президиумĕн ларӑвне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшӑннӑ

Владимир Путин ертсе пынă Раҫҫей Федерацийĕн Патшалӑх Канашӗн Президиумĕн ларӑвне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  хутшӑннӑ

Кун йĕркинчи  тĕп ыйтусенчен пĕри – ҫĕршывра общество транспорт тытăмне аталантарса вăй илтерсе пырасси.  Паянхи пурнăҫ таппине тĕпе хурса, транспорт инфратытăмне ҫĕнетсе улăштарас ыйту та кун йĕркинчех тăрать.   «Пирĕн республикăра транспорт инфратытăмне тĕпрен ҫĕнетмелле.  Чылай ҫул ыйту вырăнтан тапранман.  Паян вара ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрма тивет. Шупашкар агломерацине тĕпе хурса, комплекслă ĕҫсене йĕркелесе пыма тăрăшмалла», – тесе палăртса каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Сусăрсене валли хăтлă условисем туса памалла транспортсем ҫинче. Ку ыйту та паянхи пурнăҫра чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать.  Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси, вĕсене кирлĕ пек  условисем туса парасси ыйтусем приоритетлă шутланаҫҫĕ.

Республикăри автобуссенчен чи асли 8 ҫул, троллейбуссене вăтамран 14 ҫул тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.   2030 ҫулччен мĕнпур транспорт пайне ҫĕнетсе улăштармалла.  Пурĕ пирĕн республикăна 1120 автобус тата 280 троллейбус кирлĕ пулĕ.  Кунсăр пуҫне ытти ĕҫсене те тумалла.

Чăваш Енри транспорт управленийĕ 2023 ҫул вĕҫлениччен пĕтĕмпе 47 автобус туянма плана кĕртнĕ, вĕсенчен 20-мĕшĕ пысăк класлисем, 17-шĕ вăтам, тата 10-шĕ пĕчĕк калăпăшлисем пуласси паллă.  Техникăсене ҫĕнĕ маршрутсемпе  ҫӳретме плана кĕртнĕ.  

«Ҫак асăннă тапхăртах тата та 21 троллейбус туянма шутлать ҫӳлерех палăртнă управлени.  Тепĕр 132 троллейбуса 2024 ҫул тĕлне ҫула кăларма  плана кĕртнĕ.  Шупашкар – Ҫĕнĕ Шупашкар  маршрутпа ҫĕнĕ йышши техникăсем ҫула тухма тытăнĕҫ, 80 троллейбус пĕтĕмпех паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăрĕ», – тесе тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă регион Пуҫлăхĕ. 

Инвестици проекчӗсене явӑҫтармалли центр туса хурас тӗллевпе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене  пӗрлештерекен Шупашкар агломерацине малалла аталантарма палӑртнӑ. Вӑл территорие планламалли тата хула тӑвас ӗҫе зонӑсем ҫине уйӑрмалли, агломерацин мӗнпур территорине тирей-илем кӗртмелли документсен никӗсӗ пулса тӑрать. Мастер-план лайӑх пӗлнӗ пек туйӑнакан инфратытӑм тӗлӗшпе ҫирӗплетмелли йышӑнусем ҫине хальхи вӑхӑтри урбанизм майӗсене шута илсе ҫӗнӗлле пӑхма май парать.

Чăваш Республикин ЦУР  пĕлтернĕ  тăрăх, 2023 ҫулта социаллă сетьсем урлă пĕтĕмпе 1639 ыйту халăхран килсе ҫитнĕ, паллă вĕсем транспорт пайĕпе ҫыхăннă.  Ҫăхавсенчен ытларах пайĕ транспорт графикпа килĕшӳллĕн ҫула тухманни.  Хăҫан ҫĕнĕ транспортсене ҫула кăларасси пирки те вĕсем час-часах ыйтса ҫырнисем тĕл пулкалаҫҫĕ.   Чарăну вырăнĕсем те таса пулманни, тепре чухне унта та йĕрке хуҫаланманни куҫ кĕретех тесе ҫыраҫҫĕ вĕсем. Водительсем халăхпа лайăх калаҫманнишĕн ҫынсем пăшăрханса ҫыркалаҫҫĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, ыйтусем чылай, вĕсене вăхăтра та   тивĕҫлĕ шайра татса парассишĕн пурин те тăрăшса ĕҫлеме тивет.   Пассажирсене общество транспорчӗпе турттарассине улӑштарас енӗпе пысӑк ӗç туса ирттерме тивет. Иртнӗ çул пассажирсен хальхи юхӑмне, территорисемпе çулсене аталантармалли плансене, транспорт ӗç-хӗлӗн тата хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерекен технологисене шута илекен пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗçе вӗçленĕ. Никӗс хывакан документсене – транспорт инфратытӑмӗн комплекслӑ аталанӑвӗн паспортне тата пассажирсене тӑтӑш турттармалли стратегине – туса хатӗрленӗ.  Халӗ çак ӗçе хӑвӑртлатма тата 2023–2024 çулсенче халӑха транспорт пулӑшӑвӗпе тивӗçтерессине тӗпрен улӑштарма, муниципалитетсем хушшинчи (уйрӑмах Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем хушшинчи) турттарупа çыхӑннӑ чылай çул тӑсӑлакан ыйтусене татса пама пӗтӗм май пур.



18 августа 2023
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter