8-мĕшпе 7-мĕш каллех тăхтаççĕ

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттерекен тунтикунхи канашлура шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлесе çитерес ыйтупа вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров сăмах илчĕ. 759 шкулпа садикрен, техникум-колледжран 666-шне тивĕçлĕ комиссисем йышăннă ĕнтĕ — вĕсем Пĕлӳ кунне хатĕр. Ыттисене те авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнĕç.

Апатлану блокĕсен хатĕрлĕхĕнчен тытăнса шкулсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерни таран — пĕтĕмпех тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. Кăçал 38 вĕрентӳ организацийĕнчи апат-çимĕç блокĕсене юсанă. Шкулсене апат-çимĕçпе тивĕçтерессине централизацилесси те вăй илсех пырать. Çакă фальсификатран сыхланма, ĕçме-çиме пахалăхне тивĕçтерме пулăшать.

Шкулсене çĕнĕ учебниксем парас енĕпе те тимлĕх пысăк. Историпе, сăмахран, çĕнĕрен хатĕрленĕ литература пулĕ. Унта ятарлă çар операцине, çĕнĕ субъектсем Раççей тытăмне кĕнине халалланă пайсем те пур. Сăмах май, кăçал республикăра 17 пин ытла ача 1-мĕш класа кайĕ, 11 пин яшпа хĕр професси вĕрентĕвĕн вăтам тата аслă заведенийĕсенче 1-мĕш курсра вĕренме пуçлĕ.

Строительство министрĕн Павел Даниловăн сăмахĕ те шкулсене ачасене йышăнмашкăн хатĕрлесси пиркиех пулчĕ. Юсав ĕçĕсем пĕр çултан теприне куçмалли 18 объектран 14-шĕнчи ĕçсене вĕçленĕ, тивĕçлĕ актсене алă пуснă. Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназире ĕçсене 70% пурнăçланă. Подрядчике улăштарма тивнĕ — юсава юпа уйăхĕн 31-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнă. Шупашкарти 23-мĕш шкулти ĕçсене строительсем çурла уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантараççĕ. 38-мĕш тата 7-мĕш шкулсенче «Глобалстрой» компанипе сыв пуллашса çĕнĕ подрядчиксене явăçтарма тивнĕ. 38-мĕшĕнче ĕçсене пурнăçланин кăтартăвĕ пысăк — 93%, çавăнпа, министр шучĕпе, çĕнĕ вĕренӳ çулĕн пуçламăшĕ тĕлне ĕлкĕрме пулать. 7-мĕш шкул тĕлĕшпе вара йывăртарах — 47% кăна-ха, çавăнпа ăна уçасси каллех каяраха куçать. Павел Данилов ку хутĕнче асăннă вăхăт — раштавăн 1-мĕшĕччен... Шупашкар округĕнчи Атайкассинчи шкул тĕлĕшпе те тăрă тумашкăн алă пуснă контракта пăрахăçлама тивнĕ — ĕçсен пахалăхĕ тивĕçтермен. Халĕ çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе ĕçлеççĕ.

Унсăр пуçне пĕр çултан теприне куçман тата 24 объект пур. Хальлĕхе 9-шĕнчи ĕçсене вĕçленĕ. 13-шĕнче ĕçсене пурнăçланин кăтартăвĕ 90-99% шайĕнче — çурла уйăхĕн 30-мĕшĕччен пĕтĕмпех вĕçлесшĕн. Шупашкарти 10-мĕш шкулти ĕçсем юларах пыраççĕ, анчах унта та Пĕлӳ кунĕччен ĕлкĕрмелле.

www.hypar.ru



Хыпар
21 августа 2023
17:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter