Раҫҫейпе тӗнче картти ҫинче Чăваш Енĕн тĕп хулин вырăнне ҫирӗплетрӗмӗр

Раҫҫейпе тӗнче картти ҫинче Чăваш Енĕн тĕп хулин вырăнне ҫирӗплетрӗмӗр

Кун пирки Шупашкар хулине йĕркеленӗренпе  554 ҫул ҫитнĕ ятпа ирттерекен мероприятине пухăннă халăха саламланă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче палăртса хăварнă.

«Эрнипех хулара тĕрлĕ темăсемпе курăмлă мероприятисем йĕркелесе  ирттернĕ.  Уҫă калаҫăва пуҫтарăннисем производство вӑй-хӑватне тăтăшах ӳстересси пирки канашланă.  «Раҫҫейăн тĕрленĕ картти» чи анлă мероприятисенчен пĕри.  Пирĕн тăрăха хăнасем Раҫҫей Федерацийӗн 70 регионĕнчен килсе ҫитнĕ. Вĕсенчен кашни хăйсен йăли-йĕркипе культурине кăтартса парассишĕн тăрăшнă.  Тепĕр тесен, эпир Раҫҫей карттинче Чăваш Республикин тĕп  хулине вырнаҫтарма пултартăмăр», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Сăмах  май, вӑл республикăн тĕп хулинче пысăк производствăсем вырнаҫнине те асăннă, хăш-пĕр предприятисене  ҫĕршывра анчах мар, мĕнпур тĕнчипех аван пĕлнине те палăртнă.

«Регионти аслă шкулсенчен пултаруллӑ специалистсем вĕренсе тухаҫҫĕ.  Вӗсем каярахпа производствăсенче чăн-чăн профессионал пулса тӑрса паха таварсем тирпейлесе кăлараҫҫĕ.  Самолетсем, карапсем, тракторсем туса кӑларассинче вĕсен паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре тесен те йăнăшах та мар пулĕ, тен.  Ҫар валли те тĕрлĕ хатĕрсем калăплани куҫ кĕретех», - тесе каланă Олег Николаев

Мероприятинче яланхиллех чи маттуррисене, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнисене, патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Ятарлă ҫар операцийĕнче ҫĕршывăмăра хӳтĕлесе пысăк наградăна тивĕҫнĕ Дмитрий Колодина Паттăрлăх орденĕпе чысланă.  Ятарлă ҫар операцине хутшăннă ефрейтор ҫитĕнекен ăрăва Тăван ҫĕршыва хӳтĕлессишĕн яваплăха туйма тата таса чунпа парăнса пурăнма чӗнсе каланă.

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫи вăхăтĕнчи пекех пирĕн ҫĕршыва тăшмана хирĕҫ кĕрешет. Ӑна парăнтарас тесессĕн, пурин те ҫине тăрсах кĕрешме тивет.  Ҫĕнтерĕве хăвăртрах ҫывхартма тесен, яланах пĕрле кар тăмалла.  Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă паттăр салтак.

Регион Пуҫлăхĕ хула кунран-кун илемленсе пынине, кунта пурăнма хăтлă условисем йĕркеленнине  палăртнă.

«Пуласлăх ҫине ҫирӗппӗн  пăхăпăр, пирӗн мӑн асаттесен паттӑрлӑхне  ĕмĕр асра тытмалла, паянхи пурнăҫ ыйтнине тĕпе хурса, пӗрне пĕри пулӑшса, вăй хурса ĕҫлемелле. Малалла кӑна каймалла! Шупашкар хулин кунӗ ячӗпе», - тенӗ Олег Николаев.

Тӑван Шупашкарӑмӑр тата та хӑтлӑланса илемлентӗр, Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тата тӗнчери туристсене хӑй патнелле илӗртсе чи ҫутӑ ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртме хавхалантаракан хула пулса тӑтӑр тесе чĕнсе каланă вăл.

Шупашкар хулине Раҫҫейри чи хӑтлӑ хула, пурӑнма чи лайӑх вырӑн статусне малалла та тивӗҫлипе тытса пыма суннă  вăл.

 Донецк Халăх Республикин Тореза хула администрацийĕн пуҫлăхĕн пĕрремĕш ҫумĕ Анна Макарова Шупашкар хула кунĕ ячĕпе пухăннисене ăшшăн саламланă.  Пирĕн республикăра пурăнакансем ĕҫчен, тарават тесе те палăртнă вăл уява пуҫтарăннисене саламланă май.

«Торез хули Шупашкарпа туслăха тытса пынишĕн эпир мăнаҫланатпăр.  Эпир Раҫҫей ҫыннисем. Пĕр-пĕринпе туслă, пĕрне пĕри пулăшсан эпир тата та вăйлăрах аталанса вăй илсе пыма пултаратпăр. Пĕрлĕхре вăй. Пире тăшмансем парăнтараймĕҫ. Пурне те мирлĕ пурнăҫ сунатпăр. Ҫĕнтерӳ пирĕн енче пуласса эпир пĕлсех тăратпăр», - тесе уйрăммăн палăртса каланă сумлă хăна. 

Намиби Республикин Рунду хулин мэрĕ Габриэль Коньяка  уява пухăннисене саламланă май, Раҫҫейпе Намиби хушшинче тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăну тĕвĕленнине палăртнă, туслăх тата та вăйланса ҫирĕпленсе пырать тенĕ вăл.

«Эпир туслăх ҫирĕпленсе пынишĕн мăнаҫланатпăр. Пирĕн ҫĕршывсем яланах пĕр-пĕринпе туслă пулнă.  Ӳлĕмрен те туслăх пултăр тесен, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех туса пыма тăрăшăпăр», - тенĕ Габриэль Коньяка.

Шупашкарпа Рунду 2009-мĕш  ҫултанпах туслăха тытса пыраҫҫĕ.   Кунсăр пуҫне ытти республикăсенчи хуласемпе те Чăваш Республикин тĕп хули килĕштерсе пурăнать. 

Шупашкар ҫыннисене уяв ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Савватий, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн Пуҫлăхĕ Денис Спирин ăшшăн саламланă.



21 августа 2023
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter