Вера Кузьминана хисеплесе

К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ СССР халăх артисткине Вера Кузьминана халалланă сочиненисен республика конкурсне ирттерет.

Пурăннă пулсан кăçал сцена ăсти 100 çул тултаратчĕ. Конкурс йĕркелӳçисем ку ĕçе уйрăмах çамрăксем хутшăнасса шанаççĕ. Сочиненире Вера Кузьминичнăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне уçни пĕлтерĕшлĕ. Унăн сцена çинчи ăсталăхне те, общество ĕçĕнчи хастарлăхне те, çынлăх енĕсене те кăтартма май пур. Чăвашла та, вырăсла та çырма юрать. Ĕçсене юпа уйăхĕн 13-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

www.hypar.ru



21 августа 2023
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter