Ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫне хунӑ Николай Алексеевич Петровӑн ашшӗ-амӑшне Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗн Ҫӑлтӑрне парса чысланă

Ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫне хунӑ Николай Алексеевич Петровӑн ашшӗ-амӑшне Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗн Ҫӑлтӑрне парса чысланă

Николай Петров - Чăваш Енрен ятарлă ҫар операцине хутшăнса Раҫҫейĕн Геройĕ ятне илнĕ виҫҫĕмĕш паттăр шутланать.

Маларах Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Геройӗн ҫӑлтӑрне Украинӑра пуҫ хунӑ Александр Старчков тӑванӗсене панăччĕ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ятарлӑ ҫар операцине хутшăнса ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ Дмитрий Семёновăн ҫывăх ҫыннине Раҫҫей Федерацийĕн Геройĕн Ҫăлтăрне парса чысланă.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2023 ҫулхи утă уйăхĕн 7-мӗшӗнчи Указӗпе аслӑ лейтенанта Петров Николай Алексеевича вилнӗ хыҫҫӑн ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗн ятне панӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫне хунӑ Николай Алексеевич Петровӑн ашшӗ-амӑшне Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗн Ҫӑлтӑрне панă.

Николай Петров Раҫҫей Геройӗн ҫӗршыва чунтан парӑннине ҫирӗплетекен тӗлӗнмелле паттӑрлӑхӗ пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗхех упранӗ. Унӑн ырӑ ӗҫӗсемпе пархатарлӑ ӑнтӑлӑвӗ вара пирӗн ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑрӗ.

Наградӑна парасси Раҫҫей офицерӗн кунӗнче паттӑр ҫуралнӑ тӑрӑхра – Елчӗк муниципаллӑ округра пулнă.

«Раҫҫей Геройӗн ашшӗ-амӑшӗ умӗнче, вĕсем тивĕҫлĕ ывăл ҫитĕнтернĕшĕн пуҫ таятӑп. Николай пурнӑҫа питӗ юратакан, пирӗн пӗтӗм ентешӗмӗрсен мирлӗ пурнӑҫӗшӗн хăйне шелле-месĕр пуҫ хума хатӗр ҫын пулнӑ. Чи лайӑххисенчен чи лайӑххисем шутланакан ҫамрӑксем, мал ĕмĕтлĕ паттăрсем хӑйсене шеллемесӗр ыттисене хӑйсем хыҫҫӑн ертсе пыраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин профессине суйласа илекен ҫынсене пула пирӗн ҫӗршыв кӑткӑс лару-тӑруран пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗ пулса тăнă. Герой паттӑрлӑхӗ хавхалантарать, мӑнаҫлан-тарать, ыранхи куна шанма парать. Эпир хамӑрӑн Раҫҫей ҫарне пулӑшса тӑрӑпӑр, ятарлă ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене тимлӗх уйăрма тăрăшăпăр. Раҫҫей Геройĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕр асра упранĕ», - тесе палăртса каланă республика Пуҫлăхĕ.

«Николай Алексеевичӑн паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫма пулать – ҫав тери чаплӑ офицер пулнӑ вӑл. Ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл хӗсметре тăма йышăну тунă. Пирӗн легендарлӑ 58-мӗш ҫара лекнĕ тӳрех. Эпир пурте ҫак пӗрлешӗвӗн паттӑр офицерӗсене питӗ лайӑх пӗлетпӗр, вӗсем яланах хӑйсен ҫар тивӗҫне паттӑррӑн пурнӑҫласа пыраҫҫĕ. Ҫавӑн пекех Николай Алексеевич та тунӑ – Тăван ҫĕршывăмăра хӳтӗленӗ», - тесе каланă Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Бахтиер Холиков.



21 августа 2023
17:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter