Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкарта сывлӑша варалакан вырӑна палӑртма чылай ансатрах пулӗ
Республика Пуҫлăхĕ Химпром Раҫҫей ФМБА 29-мĕш №-лĕ Гигиенăпа эпидемиологи центрне сывлӑша варалакан вырӑна палӑртма май паракан хромато-масс-спектрометр панă пулăма хутшăннă. Ҫĕнĕлĕх сывлăш пахалăхне мониторинг тăвать.
«Химпром» ПАОпа Раҫҫей ФМБА 29-мĕш №-лĕ Гигиенăпа эпидемиологи центрĕ халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕллевпе килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ. Ҫĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар тăрăхĕнче сывлӑша варалакан вырӑна палӑртма чылай ансатрах пулӗ.
«ESG-повесткӑна туллин тивӗҫтерӗпӗр. Халăха экологи хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси республика Правительствишӗн, бизнесшӑн приоритетлă ыйтусенчен пĕри шутланать. Пирӗн граждансен ырлăхĕ епле пуласси ҫакăнтан чылай килет. Химпром шăпах та, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пынине, яваплăха туйса ĕҫленине ҫирĕплетет», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.
«Юлашки вунă ҫул хушшинче производствăн технологийĕ лайăхланнă. Экологи стандарчĕсене пăхăнса ĕҫлет предприяти. Ҫĕнĕ Шупашкарти промышленноҫ зонисенче ытти предприятисем те пур. Вĕсем те тепре чухне сывлăша варалама пултараҫҫĕ», - тесе каланă «Химпром» ПАО генеральнăй директорĕ Дмитрий Колчин.
Ҫĕнĕ технологи витĕмлĕхĕпе тӳрех камсем сывлăша вараланине тупса палăртма май пур. Кун пек чухне вара туххăмрах кирлĕ пек йышăну тума та аван.
Раҫҫей ФМБА 29-мĕш №-лĕ Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн пуҫлăхĕ Григорий Колбутов хăйĕн сăмахĕнче ҫулталăкра вĕсен предприятийĕ 20 пин ытла тĕпчев ĕҫĕсем тунине асăннă. Кăҫал вара нарăс уйăхĕнче Химпром предприятипе килĕшĕве ҫирĕплетме калаҫса килĕшнĕ пулнă, Положени туса хатĕрленĕ, ҫирĕп йĕркепе туса пымалли условисене те палăртнă.
Василий Кузьмин, «Хыпар»