Ăмсанмалли промышленноç тата... шалу

Регион экономикин аталанăвĕн хăвăртлăхĕ Раççейри вăтам шайран пысăкрах. Çакна тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Кранов цифрăсемпе çирĕплетрĕ.

Канашлура республикăн çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерчĕç. Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, промышленноç производствин индексĕ кăрлач-утă уйăхĕсенче 121% танлашнă — Атăлçи округĕнчи чи пысăк кăтарту-мĕн. Тирпейлекен производствăсен кăтартăвĕ пушшех лайăх — иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 25% пысăкланнă. Электротехникăпа хими, машиностроени отраслĕсем ăнăçлă ĕçлени куçкĕрет. Оборона промышленноçĕ валли ĕçлекен пысăк предприятисем асăннă ӳсĕме хывнă тӳпе уйрăмах курăмлă.

Тиесе ăсатнă продукци калăпăшне Канаш, Çĕмĕрле, Шупашар хулисем палăрмаллах пысăклатнă. Муниципалитетсене илес тĕк — Куславкка, Шупашкар, Муркаш округĕсем ӳсĕмлĕ ĕçленĕ. Çав вăхăтрах республика шайĕнчи вăтам кăтартуран пĕчĕкреххисем те пур: Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Канаш, Улатăр, Тăвай округĕсем.

Ял хуçалăх производствин индексĕ 101,6% шайĕнче. Тыр-пул тухăçĕ япăх маррине кура министр асăннă кăтарту ӳсессе шаннине палăртрĕ. Строительсем вара кăçал та мăнаçланмалла ĕçлеççĕ: пурăнмалли 470 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Предпринимательлĕх субъекчĕсен йышĕ хушăнсах пынине палăртма кăмăллă: 90,3 пине çитнĕ — иртнĕ çулхинчен 25% нумайрах. Çав шутра хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем — 46,3 пин çын ытла. Ку йыш вара 60% чухлех хушăннă.

Ĕçсĕрлĕх 0,6% танлашнă — нумай çулхи чи пĕчĕк шайра. Ĕçсĕррисен шучĕ 35% чакнă. Паллах, ĕç укçи пирки те калаçу пулчĕ. Вăл çĕршыври вăтам шайран чылай пысăкрах хăвăртлăхпа хăпарса пырать-мĕн — çулталăк пуçланнăранпа 13% хушăннă. Ытти чухне Дмитрий Краснов шалăвăн уйăхри вăтам виçине те пĕлтерекенччĕ — ку хутĕнче пайăр цифра асăнмарĕ. Чăнласах пысăк пулинех... Анчах çак лару-тăрура та предприятисенче çын çитмест — кадрсен дефицичĕн ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч.

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков кăрлач-утă уйăхĕсене бюджета мĕнле пурнăçланине кура хакларĕ. Пăшăрханма сăлтав çук — тупăш /хамăр ĕçлесе тăваканни те, Мускав тавăрмалла мар майпа параканни те/ ӳсĕмлĕ, бюджет профицитлă. Çав вăхăтрах вăл предпринимательлĕхе, туризма, экспорта аталантармалли нацпроектсене пурнăçлама уйăрнă укçапа усă курасси юларах пынине палăртрĕ. Укçа-тенке Экономика аталанăвĕн, Промышленноç министерствисем урлă ĕçе хывасси палăртнинчен пĕчĕкрех — вĕсен ертӳлĕхне ку енĕпе тимлĕрех ĕçлеме сĕнчĕ. Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев çур çулхи ĕç кăтартăвĕсем шанăç кӳнине палăртрĕ: «Çакă эпир суйласа илнĕ çул-йĕр тĕрĕссине çирĕплетет».

www.hypar.ru



Хыпар
22 августа 2023
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter