Чăваш Ен экономикин аталанăвĕн хăвăртлăхĕ Раççейри вăтам шайран пысăкрах
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен планеркăра ертӳҫĕсем кăҫалхи утă уйăхĕнчи социаллă пурнăҫпа экономика тата Чăваш Республикин республика бюджечĕ епле пурнăҫланнине тĕплĕн пăхса тухнă.
Пĕтĕмĕшле илес пулсан, кăтартусем аван тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Ӳлĕмрен те кăтартусене чакарас мар тесен, тăрăшса ĕҫлемеллине, палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пымаллине асăннă.
«Пысăк кăтартусем, эпир палăртса хунă ĕҫсене тухăҫлăха тĕпе хурса пурнăҫласа пынине палăртаҫҫĕ. Пур-пĕрех пуласлăхри ĕҫсем те ҫук мар, вĕсене тата та лайăхрах кăтартусемпе пурнăҫлас тесессĕн, ҫирĕп йĕркесене пăхăнса ĕҫлесе пыма тăрăшмалла», – тесе хушса каланă Олег Николаев.
2023 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра регионăн кăтартăвĕсем питĕ лайăх тесе тепĕр хут ҫирĕплетнĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов, макроэкономика индикаторĕсем чылай ӳсĕмпе палăрнине асăннă вăл. Промышленноҫ производствин индексĕ, строительство пайĕ, суту-илӳ ҫаврăнăшĕ, халăха ҫурт-йĕрпе тивĕҫтересси ытти чухнехинчен чылай лайăх кăтартусемпе палăрса тăнине каланă ведомство ертӳҫи. Раҫҫейĕн вăтам кăтартăвĕнчен Чăваш Республикин пĕтĕмлетĕвĕсем чылай лайăх пулса пынине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Атăлҫи федераци округĕнче промышленноҫ производствин индексĕн калăпăшĕпе ыттисенчен самай лайăх пулнипе палăрса тăрать республика. Чăваш Ен ытти субъектсемшĕн тĕслĕхре, пĕрремĕш вырăнта тăрать, Тутарстан, Пушкăртстан, Удмурти, Пермь тăрăхĕсенчен самай иртсе кайни пурсăмăра та мăнаҫлантарать.
Чăваш Республики строительство ĕҫĕн калăпăшĕпе иккĕмĕш вырăна тухнă. Ҫурт-йĕр хута ярассипе те аван ĕҫлеҫҫĕ регионта, Атăлҫи федераци тăрăхĕнче пиллĕкмĕш вырăнта тăрать пирĕн республика. Инфляци шайĕ пĕчĕк пулнипе Чăваш Ен ыттисемшĕн тĕслĕхре пĕрремĕш вырăна тухнă.
Регионта вăтам ĕҫ укҫин шайĕ хăпарнă, кăтарту пĕлтĕрхинчен самай пысăк пулни куҫ кĕретех. Малтанласа палăртса хунă кăтартусене илес пулсан, вăл вăтамран 47,6 пин тенкĕпе танлашать. Кун пирки те тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов.
2023 ҫулта кăрлач-утă уйăхĕсенче промышленноҫ предприятийĕсем харпăр хăй таварĕсене 223 млрд тенкĕлĕх тирпейлесе кăларнă, пĕлтĕрхи ҫак асăннă тапхăртинчен 33 процент пысăк пулни сисĕнет.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков республика бюджетне епле пурнăҫлани пирки каласа кăтартнă, кăтартусем лайăх пулнине, пĕлтĕрхинчен ирттернине асăннă ведомство ертӳҫи. Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăх кăтартăвĕсене илес пулсан, республикăн харпăр хăй тупăшĕ 63,2 млрд тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 12,6 млрд тенкĕ ытларах тесе ҫирĕплетнĕ вăл. Финанс министрĕ кăрлач-утă уйăхĕсене бюджета мĕнле пурнăçланине кура хакланă. Республика тупăшĕ - хамăр ĕçлесе тăваканни те, Мускав тавăрмалла мар майпа параканни те - ӳсĕмлĕ, бюджет профицитлă.
Республика бюджечĕн тăкаксен пайĕ ӳснĕ, вăл 54,8 млрд тенкĕпе танлашать, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 9,8 млрд тенкĕ ытларах пулнине палăртнă вăл.
Тăкаксенчен ытларах пайĕ социаллă культура пайне куҫнă, ӳсĕм ку енĕпе 6,1 млрд тенкĕ хăпарни сисĕнет. Кăҫал ҫичĕ уйăх хушшинче наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртме 7,2 млрд тенкĕ уйăрнă, кăтарту пысăк, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 1,2 млрд тенкĕ ытларах пулни сисĕнет. Михаил Ноздряков федераци енчен куҫакан укҫа-тенкĕпе туллин тата вăхăтра усă курса пымаллине палăртса хăварнă. Ытти чухнехинчен кăтартусене чакарма юраманнине асăрхаттарнă вăл сăмаха ҫавăрнă май.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май, профильлĕ министерствăсене икĕ эрне хушшинче лару-тăрăва тарăн пăхса тухса уҫăмлатса хăварма хушнă.
«Чăнласах та, хăш-пĕр кăтартусем аванах мар иккен. Министерствăсенче тăрăшакансен ĕҫсене туллин тарăн тишкермелле. Хăвăра шанса панă ĕҫе те яваплăха туйса пурнăҫласа пыма тăрăшмалла», – тесе тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă Олег Николаев.