«Раҫҫей Ялавĕн кунӗ» акцие Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшӑннӑ

«Раҫҫей  Ялавĕн кунӗ» акцие  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшӑннӑ

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн кунне чыс туса Шупашкарта пурăнакансем ҫӗршыври чи пысӑк триколортан пӗрне сарса хунӑ, вӑл 1500 тӑваткал метрпа танлашнӑ. 30 метр сарлакăш, 50 метр тăршĕ ялава Чăваш Республикин Правительство членĕсем, ертӳҫĕсемпе пĕрле ытти хастарсем тытнă.  Ҫитес ҫул ялавăн калăпăшне тата та пысăкрах та тума палăртаҫҫĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăтăр тесе ĕмĕтленеҫҫĕ.  Ялав пурсăмăра та пĕр чăмăра пухакан символ пулса тăрать, патшалăхăн мăнаҫлăхне ҫирĕплетет.

«Ялав патшалăх символĕ, халăха пĕрлештерет.  Раҫҫей Федерацийĕнче 270 тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе ĕҫлеҫҫĕ.  Ялав пире малалла ăнтăлма, ҫитĕнӳсем патне пыма хавхалантарать, ҫĕнтерĕве те ҫывхартма яланах пулăшать», - тесе ҫапларах палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Кирек-епле мероприятинче те ялавăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Унсăр эпир палăртнă пысăк пулăмсене нихăҫан та тытăнман.  Вăл  пирĕн мăнаҫлăх.  Паянхи пурнăҫ таппинче те, ялавăн витĕмлĕхĕ уйрăмах пысăк. Пирĕн ҫĕршыв Президенчĕпе, хамăрăн патшалăхăн символĕсемпе пĕрле пĕр чăмăрта пулмалла», - тесе палăртнă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов.

Ятарлă ҫар операцине хутшăннă ветерансен Ассоциацийĕн ертӳҫи, хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Богданов сăмаха малалла тăснă май, паянхи пурнăҫра ҫĕршер пин салтаксемпе пĕрле пирĕн ентешĕмĕрсем тăшмансенчен хамăрăн ҫĕршыва сыхласа хăварас тесе,  ырми-канми вăй хунине палăртса каланă.  Пирĕн хамăрăн тупрана никăҫан та ҫухатмалла мар, ăна чĕресенче упрамалла тенĕ.   

Раҫҫей ялавĕн кунĕнче ҫĕршывра питĕ курăмлă мероприятисем иртнĕ, пĕр сăмахпа каласан, хамăрăн ҫĕршывăн символне хисеп тунине ҫирĕплетнĕ.    

 

 



22 августа 2023
11:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter