2024 ҫула Экологи культурипе ҫутҫанталăка перекетлессине халаллас текен шухăша Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ырланă

2024 ҫула Экологи культурипе  ҫутҫанталăка перекетлессине халаллас  текен шухăша Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ырланă

 Ыйтăма хутшăннисенчен 40 проценчĕ ытла палăртнă сĕнӳшĕн сасăланă. Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Общество канашĕн ларăвĕнче Наталия Партасова пĕлтернĕ.   «Пĕтĕмлетӳ тунă май, ыйтусенчен ытларах пайĕ экологи енĕпе ҫыхăннă.  Ҫавăнпа та эпир Экологи культурин ҫулталăкĕ теме сĕнесшĕн.  Паллă, ку темăна производство, воспитани, вĕренӳ, экономика, сывлăха упрас, ял хуҫалăхĕпе тата ытти чылай ыйтусене ҫутатса пама пулать.  Кирек-епле профессипе тăрăшакансем те экологи культури ҫине тимлĕх уйăрмалла. Халăха экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтересси приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать», - тенĕ вăл.

2024 ҫул валли палăртнă ҫулталăкăн темине анлăлатма хушнă республика Пуҫлăхĕ.   «Ҫулталăка мĕне халаллассине палăртнă, халĕ ăна ятарлă ĕҫсемпе ҫирĕплетесси кăна тăрса юлать.  Экологи культури ҫине кăна тимлĕх уйăрмалла мар, ҫут ҫанталăк ҫине те тишкермелле, ăна упраса хăварассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

Ҫакнашкалтарах тема Чăваш Енре 2005 ҫулта пулнă, 2013 ҫулта Раҫҫейре те анлăн палăртнă, тепĕр тесен 2017 ҫулта РФ Экологи ҫулталăкĕ пулчĕ.

Нумаях пулмасть ҫамрăксемпе тĕл пулнă май, республика Пуҫлăхĕ ҫӳлерех асăннă тема пирки сăмахланăччĕ,  палăртнă ĕҫе вĕсене хастартарах хутшăнма чĕнсе каланăччĕ.

Калăпăр, ҫулталăка халалланă темăн пĕр пайĕ килти чĕрчунсемпе те тен ҫыхăнса тăрĕ.   Йытăсемпе кушаксене те тимлĕхсĕр хăварма юрамасть,  вĕсене юратмалла, май пур таран хăтлă условисем туса пама тăрăшмалла.

Канашлура республика Ертӳҫи Чăваш Ен экологи енчен таса субъект пулнине асăннă, чи таса регионсен шутĕнче пирĕн республика тăнине палăртнă вăл.  Раҫҫейĕн рейтингĕнче пĕрре те мар, пирĕн республика малта пыракан вунă субъект йышĕнче  пулнă, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе пирĕн республикăра ĕҫсем курăмлă пулса пыни ҫакнах ҫирĕплетет,  Раҫҫей шывĕ акцине хастар хутшăнать, вăрмансене упраса хăварассишĕн чылай ĕҫ пурнăҫланать республикăра.  

Ҫитес ҫула мĕне халаллас текен шухăшăн ыйтăмне пухса пĕтĕмлетӳ тăвас ĕҫе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Общество канашĕн пуҫарăвĕпе пулнине   асăннă Наталия Партасова.  Ыйтăма утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа ҫурла уйăхĕн 11-мĕшĕччен ирттернĕ.  Темăсене республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче анлăн сӳтсе явнă.

Пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн тӳрех малти вырăна Экологи ҫулталăкĕ тăвас текен шухăш тухнине хыпарланă вăл, уншăн  мĕнпур ыйтăмран 40 проценчĕ пулнă тенĕ.  

 Кăрлач уйăхĕнчен пуҫласа утă уйăхĕнче кăҫал ыйтусенчен ытларах пайĕ таса мар шыв пирки ҫăхавсем пулнине пĕлтернĕ Чăваш Енĕн ЦУРĕ.  Ку тĕлĕшпе мĕнпур ҫырусенчен 39 проценчĕ пулнине пĕлтереҫҫĕ вĕсем.  Сывлăша тасамарлатнишĕн те пăшăрханса ҫыракансем пулнă, пĕвесене, ҫырансене тасатса тирпейлес ыйту та кун йĕркинче тăнине, чĕрчунсене, пулăсене упраса хăварассипе те самаях пăшăрханса ҫырнисем пулни пирки пĕлтереҫҫĕ вĕсем.   

 



23 августа 2023
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter