Чӑваш Ен СВО пуҫланнӑранпа гуманитари пулӑшӑвӗн чи пысӑк калӑпӑшне ӑсатнӑ

Чӑваш Ен СВО пуҫланнӑранпа гуманитари пулӑшӑвӗн чи пысӑк калӑпӑшне ӑсатнӑ

2022 ҫулта чӳк уйăхĕнчен пуҫласа паянхи кунччен «ПĔРЛЕ»Чăваш Ен аталанăвĕн фончĕ гуманитари пулăшăвне 15-мĕш колонна ятарлă ҫар операцине хутшăнакансем патне ăсатать.  Паянхи пек ҫав тери капмар пысăк тиевлĕ гуманитари пулăшăвне яман пулнă асăннă территорисене.  Ҫула тухнă машинăсене тĕрĕс тĕкел кайса килме Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев телейлĕ ҫул пултăр тесе ăсатнă. 

46 тонна тиенĕ машинăсем чăваш салтакĕсем патне кайĕҫ. Кунсăр пуҫне Запорожск облаҫĕнчи Бердянск районĕнче ачасем валли те кирлĕ пек пулăшу ҫитĕ.  Палăртса хăваратпăр, вăл территорисене Чăваш Ен шефа илнĕ.

Паян пĕтĕмпе  ултă автомашина ҫула тухнă,  вĕсенче пĕтĕмпех ҫар ҫыннисене, пирĕн салтаксене  кулленхи пурнăҫра усă курма кирлĕ  хатĕрсем тиенĕ.  Пĕр сăмахпа палăртас пулсан, «ПĔРЛЕ» фонд ҫав тери тăрăшса хатĕрленĕ салтаксене вăрҫă хирĕнче усă курмалли япаласене.   Ачасене валли те ҫителĕклĕ таран таварсем пухнă. Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви, Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви, Шупашкар хула администрацийĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн пайташĕсем хапăл тусах ачасене шкула кайма тĕрлĕ таварсем пуҫтарнă. Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕрленсе шкулта усă курмалли  япаласене пухнă.

«Эпир сирĕнпе паян пĕрлĕхе тепĕр хут ҫирĕплететпĕр.  Чăваш халăхĕ яланах туслă пурăннă, йывăр самантра пулăшу пама та хавас.  Тăван ҫĕршыва хӳтĕлекенсене тĕрев пама хатĕр.  Тĕнчере тăнăҫ пурнăҫ пултăр тесе вĕсем тăрăшаҫҫĕ, пĕр-пĕринпе ҫураҫуллă пурăнсан, йывăр вăхăтра пулăшма пĕлсен, ҫĕнтерӳ тăвасси те часах пулĕ», – палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ паллă пулăма пухăннă ентешсене тав туса ăшă сăмахсем каланă май.

«Пурсăмăр та пĕлсех тăратпăр, эпир пире хирĕҫ тăракан тăшмансене парăнтарассине, ҫĕнтерӳ пирĕн енче пуласса та ĕненетпĕр.   Пирĕн салтаксем, хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса, таса чунпа пурнăҫлаҫҫĕ. Ҫĕнтерĕве ҫывхартас тесе вĕсем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăҫлаҫҫĕ, ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. Вырăс ҫар салтакĕсемпе ытти тĕрлĕ халăх паттăрĕсем пĕр ретре тăрса, пире хирĕҫ тăракан тăшмана парăнтарас тесе вăй хураҫҫĕ.  Тунтикун шăпах та, эпир Николай Петрова асăнса, унăн паттăрлăхне палăртнă Раҫҫей Геройĕн ҫăлтăрне, ашшĕпе-амăшне парса хисеп турăмăр», – тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль – РФ Геройӗн палли чăнласах та, пирĕн паттăр ентеш вăл хисепе тивĕҫнишĕн эпир мăнаҫланатпăр.

«Эпир малашне те хамăр шефа илнĕ районсене тĕрев пама тăрăшăпăр. Ырă туни каяллах ырăпа таврăнать теҫҫĕ.   Апла пулсан, пĕрне-пĕри пулăшсан, йывăр самантра алă парсан, ҫитĕнӳ патне ăнтăласси те часах пулĕ.   Эпир мĕнпур ҫынна тав тăватпăр. Пире нимĕнле тăшман та парăнтараймĕ», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă регион Пуҫлăхĕ.

Ятарлă ҫар операцине хутшăннă сывлăш-десанчĕн командирĕ Максим Максимов  хăйĕн сăмахĕнче республика ҫыннисене, организацисемпе предприятисене тав тунă, гуманитари пулăшăвне салтаксене валли хатĕрленĕшĕн мухтанă.  Пирĕн салтаксем яланах кирек-епле пулăшупа та пĕрле усă кураҫҫĕ тенĕ вăл.  Кӳршĕллĕ субъектсенчи салтаксемпе туслă пурăннине те палăртнă. Вăрҫă хирĕнче  йывăрлăхра пĕрне-пĕри алă пама тăрăшнине асăннă вăл, пирĕн салтаксем хăйсене шанса панă ĕҫсене туллин пурнăҫласа пынине те хыпарланă вăл.

  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ «ПĔРЛЕ» Чăваш Ен аталанăвĕн фончĕ ҫав тери пысăк тĕрев салтаксене панине палăртнă, уншăн вĕсене тепĕр хут палăртса хăварнă.   Виҫĕ ҫул хушшинче ҫĕршер ҫĕршер ҫын пулăшăва тивĕҫнине те асăннă, чылай мероприятисем ирттернине те каласа хăварнă регион Пуҫлăхĕ.   

«Фонда предприятисем хапăл тусах хутшăннă. Вĕсем ырă ĕҫ тума чун-чĕре ыйтнипе пурнăҫлама тытăннă. Вĕсем йывăрлăха лекнисене валли туххăмрах пулăшу пама пĕлеҫҫĕ. Вĕсем халăхшăн тăрăшни те куҫ кĕретех», – тесе палăртса каланă тепĕр хут республика Пуҫлăхĕ. «ПĔРЛЕ» Чăваш Ен аталанăвĕн фончĕн директор ĕҫĕсене пурнăҫлакан Наталия Колыванова сăмаха малалла тăснă май, 2022 ҫулта пĕтĕмпе счет ҫине 97 млн тенкĕ пухăннине хыпарланă.   Чылай пĕлтерĕшлĕ проектсене регионта пурнăҫа кĕртме фонд витĕм кӳнине те асăннă вăл.  Уйрăмах пĕлтĕрпе кăҫал вара ятарлă ҫар операцине хутшăннă салтаксене тĕрев парса пулăшнине палăртнă вăл.  Пĕр сăмахпа калас пулсан, пĕтĕмпех салтаксене валли, йывăр лару-тăрăва лекнисене валли укҫа-тенкĕне тăкаклама тăрăшнине хыпарланă ертӳҫĕ.



24 августа 2023
17:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter