«Республикӑра чӑваш чĕлхине чи лайăх методикăпа вĕрентекене грант парса хавхалантарас – ку пирĕн ҫĕнĕлĕх пулĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Республикӑра чӑваш чĕлхине чи лайăх методикăпа вĕрентекене грант парса хавхалантарас  – ку пирĕн ҫĕнĕлĕх пулĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

Пĕтĕмпе республикăри педагогика ĕҫченĕсене валли патшалăх енчен 14 тĕрлĕ пулăшу куҫать.  Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫланас умĕн республикăри педагогика ветеранĕсемпе, ҫак ĕҫре тимлесе пысăк хисепе тивĕҫнĕ ĕҫченсемпе, вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳҫисемпе, Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ учительсемпе «ҫавра сĕтел» мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ уҫă калаҫу вăхăтĕнче палăртнă.  Паллă пулăма тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшса, мала тухнă вĕрентекенсем те пуҫтарăннă.

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре педагогика ӗҫченӗсене 14 тĕрлĕ пулăшупа тивĕҫтереҫҫĕ (грант тата укҫан парса хавхалантараҫҫĕ), 50 пин тенкӗрен пуҫласа 250 пин тенкӗ таран тата 500 пин тенкӗлӗх, вӗрентӳ организацийӗсене пулӑшмалли, виҫӗ тĕрлĕ пулăшу мери пур. Ку ырă хыпарсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă регион Пуҫлăхĕ.

«Вӗрентӳ тата воспитани процесӗн тытăмĕпе тачӑ паллашнă май пирӗн йывăрлăхсене те  палӑртмалла, вӗсене ӑнланса, тĕрĕс йышăнусем туса хăварма тăрăшмалла. Вӗрентӳ процесӗ, учительсене пулӑшмалли мерӑсем ҫинчен калаҫас тесе тӗл пултӑмӑр. Пӗлтӗр уйрӑм педагогсене пулӑшма, вӗренӳ учрежденийӗсене грант евӗр укҫан тĕрев парса пулăшнă.  Шкулсене, ача сачӗсене тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан организацисене патшалăх енчен пулăшусемпе хавхалантарнă. Ҫавӑн пекех эпир ҫӗнӗ пулӑшу формисем кӗртрӗмӗр – тӑван чăваш чӗлхине чи лайӑх методикӑпа ачасене вĕрентекене тупса палăртса, грант пама йышăнтăмăр. Ку пирӗн чăн-чăн ҫĕнĕлĕх», – тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ.  

Ача сачĕсенче шăпăрлансене вĕрентме материалсем ытларах пулсан аван тенĕ педагогсем. Ку сĕнӳпе регион Ертӳҫи килĕшнĕ.  «Чăваш Енĕн паллă чăваш ҫыравҫисемпе поэчĕсем  пирки хайланă калавĕсемпе сăн ӳкерчĕксем ытларах пулсан питĕ меллĕ.  Чăваш культурине сăнарлакан материалсем ҫителĕклĕ пулмалла.  Ачасен мĕн пĕчĕкрен вĕсем пирки пĕлни паха. Вĕсен асĕнче кĕнекесем, пĕчĕкрех калавсем туххăмрах юлаҫҫĕ.  Регион программине тĕпе хурса хамăрăн ĕҫсене йĕркелесе пыма тăрăшмалла», - тенĕ вăл.

Шкулсенче тăрăшакансем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа чăваш чĕлхипе литературине анлăрах вĕрентессипе ҫыхăннă ыйтусем пирки сӳтсе явнă.  Тăван тавралăх пирки пособисем кăсăклăрах тума та ыйтнă вĕсем .  Ҫамрăк вĕрентекенсене хавхалантарасси, ачасене ытларах та ытларах тăван ҫĕршыва юратма, уншăн парăнса пурăнма хăнăхтарасси ыйту та кун йĕркинче тăнă уҫă калаҫăва пухăннисен.    

Республикăри вĕренӳ тытăмĕнче пĕтĕмпе 20 пин ытла педагог тăрăшать.  Палăртма кăмăллă, 2022 ҫулта шкулта тăрăшакансен ĕҫ укҫине ӳстернĕ, кăтарту самай пысăкланнă 1,5 хут хăпарнă.  Апла пулсан, вĕренӳ учрежденийĕсенче тăрăшни кăлăхах мар. Вĕсен шалăвĕ тивĕҫлĕ шайра пулни, пурне те малалла ăнтăлма хавхалантарать, ҫитĕнӳсем  тума витĕм кӳрет.    Тепĕр пулăшу мери – 2022-2023 ҫулсенче ҫамрăк учительсене валли, енчен те вĕсем ял тăрăхĕнче ĕҫлеҫҫĕ пулсан, патшалăх енчен кирлĕ пек тĕрев куҫать.  Хушма пулăшу самай аван, уйрăмах тин ҫеҫ шкулсене ĕҫлеме килес текенсене валли.

Шупашкарти 4-мĕш №-лĕ лицей директорĕ Наталия Коновалова калаҫăва малалла тăснă май, ҫапларах каланă. «Пирĕн патĕнче ҫамрăксем пĕтĕм кăмăлпа тăрăшса ĕҫлеҫҫĕ.  Ӳлĕмрен те вĕрентекенсене тĕрев памалла. Вĕсем яваплăха туйса, ачасене тарăн пĕлӳ парассишĕн ĕҫлени куҫ кĕретех», - тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.    

Чăваш Енре ҫулран ҫул педагогика ĕҫченĕсем сахалланса пыни сисĕнет.  Акăлчан чĕлхипе вырăс чĕлхине, математикăпа физикăна вĕрентекенсем сахалтарах. Пуҫламăш классенче вĕрентекен учительсем те ытларах пулсан, питĕ аван пулнă пулĕччĕ. Вĕсене те хамăрăн региона явăҫтарма тăрăшмалла.  

 



24 августа 2023
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter