Чӑваш Енри суйлавра суйлавҫăсем пуҫласа ДЭГ мелĕпе сасăлама пултараҫҫĕ

Чӑваш Енри суйлавра суйлавҫăсем  пуҫласа ДЭГ мелĕпе сасăлама пултараҫҫĕ

Республикăри 9 муниципаллӑ пĕрлĕхре авăн уйăхĕн 8–10-мĕш кунĕсенче 17,5 пин суйлавҫă депутатсемшĕн сасăлĕ.

Сасăлава ДЭГ мелĕпе хутшăнма 2,4 пин ытла ҫын заявлени ҫырнă.  Ҫакӑ суйлава хутшӑнакан ҫынсен 13,6 проценчĕпе танлашать.  Енчен те суйлавҫă ДЭК мелĕпе сасăлас тесен унӑн Патшалăх пулăшăвĕсен порталне утă уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуҫласа авăн уйăхĕн 4-мĕшӗнчи 24.00 сехетчен заявлени тӑратмалла.   

«Суйлавҫăсене депутатсемшĕн электронлă майпа сасăлама условисем йĕркелесе пани ҫитес суйлавăн хăйне евĕрлĕхĕ  шутланать.  Паянхи пурнăҫ таппинче, цифра формачĕсене тĕпе хурса, суйлавҫăсем электронлă майпа сасăлама пултараҫҫӗ. Палăртнă кун вӗсен хăйсен кăмăлне каякан депутатшăн Раҫҫейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, енчен те унта Интернета тухма май пур пулсан, сасăлама ирĕк пулĕ.  Пирĕн тĕп тĕллев – вĕсем валли хăтлă условисем туса парасси.  Патшалăх пурнăҫне ҫынсен нимĕнле чăрмавсемсĕр хутшăнмалла, хăйсен шухăшĕсене палăртмалла»,  тесе каланă  хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров сăмаха малалла тăснă май, регионшăн  ҫӳлерех асăннă ҫĕнĕлĕх паллă пулăм пулса тăчĕ тенĕ. Суйлавра кун  пек  пуҫару пуҫласа пулассине каланă.  Сасӑлава ДЭГ мелӗпе хутшăнас текенсен йышĕ сахалах мар,  2,4 пин ҫын ытла,  ҫакӑ сасӑлава хутшӑнакан суйлавҫăсен 13,6 проценчӗпе танлашать тесе ҫирĕплетнĕ  вăл.  Кăтарту самай пысăк.  Раҫҫейри ытти субъектсемпе танлаштарас пулсан, пирĕн кăтартусем аван тенĕ вăл.

Чăваш Республикин цифра аталанӑвӗн министрĕ Михаил Степанов  калаҫăва малалла тăснă май,  электронлă бюллетене ниепле те пăсма май ҫуккине палӑртнӑ. Апла пулсан, кунта тухăҫлăх тени малти вырăна тухни те куҫ кĕретех.  

Кĕскен калас пулсан, Чăваш Республикинче 37 ял тăрăхĕнче халăх интернет сетьне тухайманни сисĕнет.  Федераци программине тĕпе хурса тата тепĕр тăватă яла интернет ҫыхӑнӑвне илсе ҫитерме плана кĕртнĕ.  Апла пулсан,  ДЭГ мелĕпе сасăлава хутшăнас текенсен йышĕ тата та ӳсме пултарасси паллă. 

Ҫĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче иртнӗ Чăваш Республикин Общество палатин ларăвĕнче 2023 ҫулхи авăн уйăхĕнче пулакан суйлава сăнаса тăма республикăра ятарлă штаб йышне йĕркелесси пирки йышăну туса хăварнă. 

Штаб председателĕ пулма Елена Кузьминана, Раҫҫей Федерацийĕн Общество палатин пайташне шаннă пулнă.

«Пĕрремĕш ларăва хутшӑнма тĕрлĕ парти представителĕсене йыхравларăмăр. Вĕсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки пĕлтерчӗҫ, ДЭГ ҫĕнĕлĕхĕ ҫинчен те ыйтса пĕлчӗҫ. IT- специалистсем депутатсене ун пирки питĕ лайăх ăнлантарса пачӗҫ. Йĕрке тени малти вырăна тухасси те куҫ кĕретех»,  тесе тепĕр хут палăртса хăварнă хăйĕн сăмахĕнче  сăнав штабĕн ертӳҫи. 



25 августа 2023
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter