Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хулин кунӗ ячӗпе саламлани

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хаклӑ ҫыннисем!

Сире Хула кунӗпе саламлатӑп!

Кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкар 63 ҫул тултарать, ҫакӑ унӑн пуян историйӗпе, ҫитӗнӗ­вӗсемпе тата унта пурӑнакансемпе мӑнаҫланмалли лайӑх сӑлтав.

Хулан тӗп пуянлӑхӗ – унӑн ӗҫчен те тӳрӗ кӑмӑллӑ, Ҫӗнӗ Шупашкара пурӑнас тата пултаруллӑн ӗҫлес килсе тӑракан чи тирпейлӗ те хӑтлӑ хулана ҫавӑрма тӑрӑшакан хастар чунлӑ ҫынсем.

Ҫӗнӗ Шупашкарӑн паян, уйрӑм экономика зонине аталантарнине кура, малашлӑхӗ пысӑк. Ку проект ытти регионти бизнеса та илӗртет. Эпир Чӑваш Енӗн чи ҫамрӑк хули ҫитес вӑхӑтра бизнеса хастарлӑн аталантармалли центр пулса тӑрасса шанатпӑр.

Ҫӗнӗ Шупашкар хӑйӗн хими производствин ӗҫченӗсемпе, энергетикӗсемпе, строителӗсемпе, ҫӑмӑл промышленноҫ предприятийӗсемпе чапа тухнӑ. Умра пирӗн ӗҫ нумай: пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисене туллин юсаса ҫӗнетмелле, Ҫыран хӗррине тирпей-илем кӗртес ӗҫе вӗҫлемелле, «Атӑл» кинотеатр никӗсӗ ҫинче ҫамрӑксен центрне уҫмалла тата ытти те.

Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хаклӑ ҫыннисем, сире тӑван хулӑра юратнӑшӑн, ӑна илемлӗрех те илӗртӳллӗрех тума тӑрӑшнӑшӑн тав тӑватӑп. Хулан чи лайӑх йӑли-йӗркине тирпейлӗн сыхласа упрӑр.

Сире ырлӑхпа телей, тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп.

Хула кунӗпе, Ҫӗнӗ Шупашкар!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                         Олег Николаев



26 августа 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter