Раҫҫейре Чӑваш Ен шкул апатланӑвне пӗрремӗш централизациленӗ

Раҫҫейре Чӑваш Ен шкул апатланӑвне пӗрремӗш централизациленӗ

 Чăваш Республикин Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планеркăра Чăваш Енри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсенче ачасене вĕри апатпа тивĕҫтересси пирки ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă. 

«Раҫҫейĕпе те Чăваш Енре кăна-ха пуҫласа шкулсенче ачасене апатлантарассине централизациленĕ майпа ĕҫе пуҫарса янă, вăл ĕҫе туса пыма Чăвашпотребсоюза, харпăр хăй тĕллĕн ĕҫлекен предприятисене явăҫтарнă.  Паллă, кун пек тусан, таварсен пахалăх шайĕ пысăк пуласси,  йĕрке тени те куҫ кĕретех пулĕ. Тепĕр тесен, хамăр тăрăхра тимлекен предприятисемпе организацисене те явăҫтарма аван», тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

2020 ҫулта шкулсенче, уйрăмах нумай ачаллă ҫемйесенче ҫитĕнекен ачасене вĕри апатпа апатлантарасси, кирлĕ пек шайра пулса пыманни сисĕннĕ.  «Калăпăр, хăш-пĕр муниципалитетсенче ачасене апатлантарма ҫав тери пĕчĕк укҫа-тенкĕ уйăрнă.  Эпир пысăк ĕҫ йĕркелесе ирттертĕмĕр, пур ҫĕрте те пĕр пек йĕрке пултăр тесе тăрăшрăмăр,  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн хушăвне туллин пурнăҫа кĕртрĕмĕр.  Ялсенче те хулари пекех пĕр шайра условисем пулмалла.  Вĕренӳ пайĕнче те, ачасене апатлантарассинче  те пысăк уйрăмлăхсем пулмалла мар», – тесе сăмаха палăртса каланă вăл.

«Эпир кăсăклă ҫул-йĕрсемпе ĕҫе кӳлĕнтĕмĕр.  Чăваш Республикин Экономика министерствипе администрацисен пуҫлăхĕсене ыйтăва тарăн тишкерме ыйтатăп.   Таварсен пахалăх шайĕ пысăк пулмалла, Роспотребнадзор  ыйтнине пĕтĕмпех тивĕҫтермелле.  Пысăк инвестици хывма килĕшекенсемпе кулленех тачă ҫыхăнура пулмалла», – тенĕ вăл.

Шкулсенче ачасене вĕри апат çитерессине мĕнле йĕркеленипе вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Лукшин паллаштарнă. Апатлану валли çителĕклĕ укçа уйăрнă. Пĕтĕмпе 150 пин ытла ача вĕри апат çийĕ. Çав шутра 1-4-мĕш классем, нумай ачаллă çемьесенчи ачасем, ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем тӳлевсĕр апатланĕç. Кăçал çак ĕçе мĕн пур муниципалитетра централизациленĕ — ку фальсификат тата контрафакт тĕслĕхĕсенчен шанчăклăрах хӳтĕлĕ.

«Шкулсенче йĕрке хуҫаланни куҫ кĕретех, тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем  те ҫакнах ҫирĕплетеҫҫĕ. Пĕлтĕрхинчен кăтарту аван. Централизациленĕ майпа таварсене  туянса, ачасене пахалăхлă вĕри апатпа тивĕҫтерни паллă», - тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская.

Ӳлĕмрен те Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская та централизаци ачасен апатланăвне йĕркелес тĕлĕшпе саккуна, санитари правилисене пăснă тĕслĕхсене чакарасса шанать. Çийĕнчен çак ĕçе хутшăнакансен вĕрентĕвне йĕркелесси те ансатланассине шанса каланă.  

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Олег Николаевăн пруҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, 2021 ҫулта ятарлă йышăнăва ҫирĕплетнĕ, нумай ачаллă ҫемйесенче ҫитĕнекен  шкул ачисене тӳлевсĕр апатлантарма, республика хыснинчен вĕри апатшăн  тăкакланма йышăну туса хăварнă.  



28 августа 2023
18:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter