«Нумай ачаллӑ Чӑваш Ен» пӗрремӗш форума республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев уҫнӑ

«Нумай ачаллӑ Чӑваш Ен» пӗрремӗш форума  республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев уҫнӑ

«Нумай ачаллă Чăваш Ен» йышлă ҫемьесен республикăри форумне Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви Чӑваш Енри ҫамрӑк ҫемьесен ассоциацийӗпе пӗрле йӗркеленĕ.

Форум регионти мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи нумай ачаллă 68 хастар ҫемьене пĕр чăмăра пухнă. Вĕсем ҫамрăк ăрăва ҫемье пĕлтерĕшне ăнлантарма тăрăшаҫҫĕ, вӑл обществăн тĕп пуянлăхĕ  пулни ҫинчен, ачасене тĕрĕс-тĕкел ӳстерсе ҫитĕнтересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулни пирки ăнлантарса параҫҫĕ.

Шӑпах та, ҫемьере ачасене ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет никӗсӗсене тата культура пуянлӑхне ӑса хывма, лайӑх ҫын пулса ӳсме вĕрентеҫҫĕ.

Форум тӗллевӗ – ҫемье хаклӑхӗсене, лайăх енĕсене йӗркелесси тата  вĕсене пулӑшса пырасси,  аталантарма майсем туса парасси, обществӑра ҫемье пӗлтерӗшне, унӑн статусне ӳстересси, нумай ачаллӑ ҫемьесен пӗрлешӗвӗсене тата ашшӗ-амӑшӗ валли лайӑх условисем туса парасси тата ытти те.

Мероприяти вӑхӑтӗнче 4 темӑпа лапамсем йӗркеленĕ: «Ҫемье усламӗ. Социаллӑ контракт», «Ҫемье медицини, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас ӗҫре репродукци сывлӑхӗн культури тӗп факторсенчен пӗри», «Ҫемье туризмӗ», «Амӑшлӑх телейӗ».

«Чӑваш Енре 17 пин ытла нумай ачаллӑ ҫемье пурӑнать, вӗсенче 55, 5 пине яхӑн ача ҫитӗнет. Ҫемьесен шучӗ, 2012 ҫулхипе танлаштарсан, 2 хут ӳснӗ. Паян регионта ачаллӑ ҫемьесем социаллӑ пулӑшӑвӑн 48 тӗсӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджетӗнче 7 млрд тенке яхӑн пӑхса хӑварнӑ», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Ҫемье хаклӑхсене сума суни тата ҫирӗп ҫемье идеалӗсем аталанса вӑй илни пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та ача амӑшӗн чыс-сумне ӳстересси, ачасем пӑхса ҫитӗнтерекен ҫемьесен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатасси, нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшса пырасси республика правительствин тӗп тӗллевӗсем шутланаҫҫӗ. Кун пирки те тепĕр хут палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ.

Ачасене тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫе  пысăк тӳпе хывнӑшӑн Олег Николаев  Чӑваш Республикин амӑшӗн мухтавӗн «Анне» паллине  парса чысланă.

Вĕсем: Ефимова Лариса Харитоновна, Шăмăршă округĕ;

Макарова Марина Сергеевна, Сĕнтĕрвăрри округĕ;

Михайлова Людмила Алексеевна, Тăвай округĕ;

Павлова Валентина Поликарповна, Елчĕк округĕ;

Ромашко Елена Геннадьевна,  Ҫĕмĕрле хули;

Суранова Светлана Юрьевна, Элĕк округĕ;

Тишакова Ирина Николаевна, Ҫĕнĕ Шупашкар хули.

Ҫулсеренех республикăри чи хастар та пултаруллă ҫемьесене патшалăх наградисем парса хавхалантараҫҫĕ.  Ача амӑшӗ-героиньӑсемпе нумай ачаллӑ амăшӗсем, тӑлӑх ачасемшӗн тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасемшӗн тӑван амӑшӗ пулса тӑнӑ хастар чунлӑ хӗрарӑмсем яланах тĕслĕхре. Шăпах та, ҫирĕп ҫемьесенче ҫӗршывшăн тивӗҫлӗ граждансем ҫитĕнеҫҫĕ.



30 августа 2023
16:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter