Шупашкарти медицина колледжĕн никĕсĕ çинче уçнă «Клиника тата профилактика медицини» вĕрентӳ кластерĕпе республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев паллашнă

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев юнкун Шупашкарти медицина колледжĕн никĕсĕ çинче уçнă «Клиника тата профилактика медицини» вĕрентӳ кластерĕпе паллашнă.

 Колледж кăçал федераци шайĕнчи «Профессионалитет» проекта хутшăнса çĕнтернĕ, çакă кластера оборудованипе тивĕçтермешкĕн федераци бюджечĕн укçине - 60,5 миллион тенкĕ - илме май панă.

Колледж директорĕ Елена Гурьева палăртнă тăрăх, кунти вĕренӳ практикăпа тачă çыхăннине кура малашне «пирĕн студенсене ĕçе вырнаçнă май аудиторисенче мĕн вĕрентнине манăр теме хăяймĕç». Çĕнĕ кластер тытăмне медицина колледжĕсĕр пуçне Çĕнĕ Шупашкарти Технологипе управлени академийĕ тата Шупашкарти транспортпа строительство техникумĕ кĕреççĕ. Çавна май çамрăксем вĕренекен специальноçсем те йышланаççĕ. Калăпăр, ТранСтройТехăн автослесаре вĕренекен çамрăкĕсем водитель-санитарăн хушма специальноçне те илеççĕ. Вĕсем васкавлă медпулăшăва ĕçе вырнаçнă май чирлисене пулăшмашкăн та хутшăнма пултарĕç.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «сестра ĕçĕ», «сиплев ĕçĕ», «ортопеди стоматологийĕ» специальноçсемпе вĕренекен яш-кĕрĕме республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи медицина учрежденийĕсенче кĕтнине палăртнă. Колледжа вĕрентӳ лаптăкĕсем çитмеççĕ.  Олег Алексеевич çак ыйтăва та тишкерсе татса пама шантарнă.

 



Хыпар
30 августа 2023
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter