«VK Места» проектпа килĕшӳллĕн Чăваш Ен ҫинчен сюжетсем ӳкереҫҫĕ

«VK Места» проектпа килĕшӳллĕн Чăваш Ен ҫинчен сюжетсем ӳкереҫҫĕ

Раҫҫейри туристсем килсе-ҫӳреме юратакан вырӑнсенчен пӗри пулса тӑнă Чӑваш Енӗн хӑйне евӗрлӗ вырӑнӗсем тата вырӑнти ҫынсен историйӗсем ҫинчен киноэссе ӳкерӗҫ.

Маларах, пĕлтĕрхи Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ВКонтакте цифра студийӗн хӑни пулнӑ, унта «Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти»  пирки каласа кăтартнă. «Туризма аталантарас тесен республикӑна тимлӗх уйӑрмалла, культура, наци тĕпелĕ, ҫутҫанталӑк, апат-ҫимӗҫ уйрăмлăхĕсене палăртма тăрăшмалла»,   тенĕ ун чухне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Сюжет хатĕрлекенсемпе пĕрле Чӑваш Енпе паллӑ блогер Влад Левский тата PLC кĕвĕсемпе ӗҫлекен музыкант  тата ҫавӑн пекех «Ҫулҫӳреврен  те ытларах» программӑна хутшӑнакансем паллашӗҫ.

«VK Места» проект интернет аталанӑвӗн институчӗ пулӑшнипе «Ҫулҫӳреврен те ытларах» АНОпа пӗрле пурнӑҫланать. 2024 ҫул вӗҫлениччен Раҫҫей регионӗсем ҫинчен 70 видеоролик тата  VK сервис валли те кăсăклă материалсем хатĕрлĕҫ.

«Эпир «VK Места» проект пулӑшнипе ҫӗршывра пурӑнакансене регионсен этнографи, культура тата истори уйрӑмлӑхӗсемпе хӑйне евӗрлӗ форматпа паллаштарасшӑн кӑна мар, хамӑрӑн социаллӑ сетьсемпе усӑ куракансене хальхи туризм  ҫул-йĕрĕсем пирки пӗлтересшӗн. Нумай регионта хӑйне евӗрлӗ вырӑнсем пур, вӗсем ҫинчен вырӑнти ҫынсем те пӗлмеҫҫӗ. Проект  тĕллевĕ – чаплă вырăнсемпе туристсене паллашма майсем туса парасси, вĕсем пирки ытларах та ытларах пĕлтересси», – тесе палӑртнӑ Ирина Саютина. 

Регионти медиаэкспедици ӗҫӗ авăн уйăхĕн 1-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ӳкерӗве хутшӑнакансем малтанхи кунсенче «PARUS. TEAM» парӑслӑ клубра яхтингпа, музейри чӑваш тӗррин историйӗпе тата «Чӑваш Керӗм» этнокомплексра наци йӑли-йĕркипе паллашнă. Хастарсем наци тумĕн уйрӑмлӑхӗсене те тӗпченӗ, уҫӑ тӳпе айӗнчи «Чемен Карти» музейпа кăсăкланнă.

Экспедици программипе килĕшӳллĕн «Стан Ял» Почта станцине тата ытти паллă вырăнсене ҫитсе курма палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне вĕсене эндуро-чупу, вейкбординг, «Амазония» паркри зиплайн тата «Волжанка» санаторире ут манежӗ кӗтет. Ӳкерӗвӗн юлашки кунне промышленноҫ туризмне халаллӗҫ: «Промтрактор» тата «Акконд» предприятисен ĕҫĕсемпе паллашĕҫ.

«VK Места» – йӑлана кӗнӗ тревел-программӑсенчен уйрӑлса тӑракан проект. Унта ертсе пыракансем ҫук, пӗтӗмлетӳллӗ контент вара вӑраха тӑсӑлакан шоу мар, кал-кал ролик пулса тухать, унта медиаэкспедицие хутшӑнакансен чи хаваслă та ҫутă кăмăл-туйăмĕ сӑнарланать.  

«Пуян культурăпа тата йăла-йĕркепе палӑрса тӑракан регионсемпе паллашнă май,  яланах вырăнти наци кĕввине итлес килет. Наци кӗввисемпе музыка инструменчӗсен сассине итлемеллех. Вӗсем хавхалану туйăмне вăратаҫҫĕ тата ҫӗнӗ трек ҫырма  витĕм кӳреҫҫĕ», – тенĕ хăнасенчен пĕри.

Регионпа «Ҫулҫӳреврен те  ытларах» программӑна хутшӑнакансем те паллашаҫҫӗ. Ӑна пула ӗнтӗ 100 пин ытла ҫамрӑк пирӗн ҫӗршывӑн хӑйне евӗрлӗ вырӑнӗсенче пулса курма, университетсемпе промышленность предприятийӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллашма, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проекта хатӗрленӗ май ҫӗнӗ туссем тупма пултарчӗ. Программӑна Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссемпе проектсен ҫӗнтерӳҫисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Виктория Степкинӑпа София Ниязова кӑҫал Раҫҫейри студентсен ҫуркуннинче «SMM» енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Приз вырӑнне вӗсем ҫулҫӳрев йыхравне илнӗ. Ҫамрăксем ҫапла майпа, ӳкерӳ хастарĕсем пулнисӗр пуҫне, блогерсемпе «VK Места» проектӑн ушкăнĕн канашӗсене шута илсе хӑйсем те контент йӗркелеме пултарӗҫ.

Проект ҫинчен тата медиаэкспедицисенчи ҫӗнӗ хыпарсем пирки «Места» пӗрлешӳре вуласа пĕлме  пулать.



30 августа 2023
10:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter