Чӑваш Енре пӗрлехи сасӑлав кунӗнче хӑрушсӑрлӑх мерисене вӑйлатӗҫ
Суйлав вăхăтĕнче обществӑна хӑрушсӑрлӑхпа тивĕҫтересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Республикӑра право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен Координаци канашлӑвӗнче палăртнă ыйтăва тарăн пăхса тухнă. Ларăва яланхи пекех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.
Чӑваш Республикин Суйлав комиссийӗн председателӗн ҫумӗ Игорь Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулхи авăн уйăхĕн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен иртекен хушма суйлава хатӗрленесси планпа килӗшӳллӗн пырать.
Суйлава йӗркелес тата ирттерес ӗҫе 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9 территори тата 34 участокри суйлав комиссийӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Сасӑламалли пӳлӗмсене стационарлӑ тата алӑпа тĕрĕслеме май паракан хатĕрсемпе тивĕҫтереҫҫĕ.
Тӑватӑ муниципаллӑ пĕрлешӳре сасӑлавӑн хушма формисемпе – тухса ҫӳремелли сасӑлавпа, ҫав шутра автобуссемпе (Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар муниципаллӑ округӗсем) усӑ курӗҫ.
Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республика территорийӗнче сасӑлавсем ирттернӗ вăхăтра обществăна хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме республикӑри Шалти ӗҫсен министерствин мӗнпур ĕҫченĕсене, ҫавӑн пекех Росгвардин Чӑваш Республикинчи управленийĕн тата ОМОН ҫар служащийӗсене ӗҫе явăҫтарма тĕллев лартнă.
Учрежденисен ертӳҫисене, объектсенче чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе ан тухтăр тесе, хушма мерăсем пăхса хăварма сĕннĕ.
Ларура ҫавăн пекех ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче профилактика ĕҫĕсене ытларах ирттермеллине, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстермелли ҫинчен, йĕрке пăсасран кулленех сыхă тăмалли пирки те ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă.