Ветеринари службин ӗҫченĕн кунĕ ячĕпе Олег Николаев саламланă

Ветеринари службин ӗҫченĕн кунĕ ячĕпе Олег Николаев саламланă

Ветеринари службин ĕҫченĕн кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

«Ветеринари службинче тăрăшакансен ĕҫĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ.  Шăпах та, вĕсенчен те республика экономикин аталанăвĕ чылай килет.  Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси, сывлăха упрама витĕм кӳресси, агропромышленноҫ производствине вăй илтересси те вĕсемпех ҫыхăннă.  Эсир пурнăҫлакан ĕҫсен пахалăх шайĕ пысăк, кăтартусем аван пулни те куҫ кĕретех.  Ҫакнашкал ӳсĕме упраса хăварассишĕн, ӳлĕмрен те ҫине тăрсах тăрăшса ĕҫлĕпĕр.  Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе курăмлă ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ, экспорта ӳстерсе пыни те ҫакнах ҫирĕплетет.  Пирĕн республикăра тирпейленсе тухакан таварсен пахалăх шайĕ шутсăр пысăк, туянакансем те хапăл тусах таварсене илеҫҫĕ.  Мăйракаллă шултра выльăхсен йышне ӳстерссипе те лайăх ĕҫлеҫҫĕ регионта.  Уйрăмах хушма хуҫалăхсенче выльăхсене ĕрчетессипе хастар тимлеҫҫĕ», - тесе палăртса каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Ветеринари службин ӗҫченсем чӗр чунсене сиплеҫҫӗ тата вӗсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ  кӑна мар,  выльӑхсен чирӗсем сарӑлассинчен асӑрхаттарса республика ырлӑхӗпе хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тивӗҫтереҫҫĕ. Вӗсен ырми-канми ӗҫне пула инфекци чирӗсене диагностика тӑвас тата чӗр чунсене вакцинацилес енӗпе планпа палӑртнӑ профилактика мероприятийӗсем вӑхӑтра пурнӑҫланаҫҫӗ. Пуласлăхри тĕллевсем те пысăк. Ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурса, вĕсене анлăрах пурнăҫа кĕртме пикенмелле. Сирĕн пуҫарусене эпир яланах хавас. Пĕрле тăрăшсан, пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăласси те часах пулĕ. Республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн яваплăха туйса, таса чунпа тăрăшса ĕҫлемелле кăна», - тесе каланă вăл сăмаха ҫавăрнă май.  

Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службин ертӳҫи Александр Шакин сăмаха малалла тăснă май, республикӑри Патшалăх ветеринари службин 590 ӗҫченӗ, ҫавӑн пекех Чӑваш Енри уйрӑм ветклиникӑсенче вăй хуракансем  чĕр чунсене яланах  пулӑшма хатӗррине хыпарланă.  Кăҫал 7 уйăх хушшинче вĕсен службинче вăй хуракансем пĕтĕмпе 10,8  млн тĕпчев ĕҫĕсене йĕркелесе ирттернине  пĕлтернĕ. 

Выльӑх-чӗрлӗх продукцине лайӑх пахалӑхпа туса кӑларассине тӗрӗслесе тӑрас енӗпе куллех вĕсен специалисчĕсем тăрăшнине каланă ведомство ертӳҫи. 

Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ӳсен-тӑран ӳстерес ӗҫ республика экономикин тухӑҫлӑ отраслӗсен шутӗнче. Специалистсем тӑрӑшса ӗҫленине пула пирӗн патӑмӑрта выльӑхсен ерекен анлӑ сарӑлнӑ чирӗсем тӗлӗшпе лару-тӑру чылай ҫул хушши лайӑх шайра упранса тӑрать. Ветеринари ӗҫченӗсем пысӑк фермер хуҫалӑхӗсене те, килти чӗр чунсене пӑхса усракан ҫемьесене те тăтăшах тухса тĕрĕслеҫҫĕ.

Республика ертӳлĕхĕ вĕсен ĕҫне пысăка хурса хакланă, пысăк кăтартусемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă паянхи мероприятинче.



31 августа 2023
13:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter