Дистанциллĕ мелпе сасăлас кăмăллисем йышлă

Çывхаркан суйлавра дистанциллĕ электрон мелпе сасăлас кăмăллă граждансен йышĕ куллен хушăнса пырать. Çакăн çинчен юнкун Право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче ЧР Суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ Игорь Михайлов пĕлтерчĕ.

Ларура суйлав хăрушсăрăлхне тивĕçтерес ыйтăва тишкерчĕç. Суйлав участокĕсене хăрушсăрлăх тĕлĕшпе пурне те тĕрĕсленĕ. Ку хутĕнче республикăра пирвайхи хут дистанциллĕ электрон мелпе сасăлама май пулĕ. Игорь Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, 2,5 пин суйлавçă çак мелпе усă курмашкăн заявка панă ĕнтĕ. Ку суйлава хутшăнакан йышăн 14,5% пулать — Раççейри чи пысăк кăтартусенчен пĕри. Сасăлав авăн уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче иртĕ, куллен 8-тан пуçласа 20 сехетчен сасăлама май пулĕ.

www.hypar.ru



Хыпар
01 сентября 2023
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter