Шкулсенче ӗҫлекен студентсен ĕҫ укҫин тӳлевĕн коэффициентне ӳстерме килĕшнĕ регион Пуҫлăхĕ

Шкулсенче ӗҫлекен студентсен  ĕҫ укҫин тӳлевĕн коэффициентне ӳстерме килĕшнĕ регион Пуҫлăхĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ҫĕнĕ ректорĕпе Игорь Кожановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем калаҫу вăхăтĕнче вĕренӳ организацийĕсенчи кадр ыйтăвĕсем пирки сӳтсе явнă.  

Игорь Кожанов сăмаха малалла тăснă май, юлашки ҫулсенче аслă шкулта вĕренекен виҫҫĕмĕш курс студенчĕсем шкулсене ĕҫлеме вырнаҫнине хыпарланă. Ку практика анлăн пурнăҫа кĕнине те асăннă вăл.  Ҫамрăксем виҫҫĕмĕш курса вĕренсе пĕтернĕ хыҫҫăн, хапăл тусах ĕҫе вырнаҫма кăмăл тунине каланă вăл, паллă, ĕҫ укҫин шайĕ ытти вĕрентекенсемпе танлаштарсан, кăштах сахалтарах пулнине палăртнă.  Вĕренӳ учрежденийĕсене субвенци мелĕпе кăштах тĕрев куҫса пырать.  Асăннă пулăшупа студентсен шалăвне ӳстерме май пуррипе ҫукки ҫинчен ыйтса пĕлнĕ вăл республика Пуҫлăхĕнчен. «Хальхи вăхăтра пĕтĕмпе 85 студент шкулсенче тăрăшать. Тен кăштах шалăва ӳстерсен, вĕренӳ учрежденийĕсене ĕҫлеме вырнаҫас текенсен йышĕ  татах та ӳсĕ», тенĕ аслă шкулăн ректорĕ.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫамрăксене ытларах тĕллевлĕн вĕрентсе кăларма сĕннĕ. Кун пек чухне, ҫамрăк вĕрентекенсем аслă шкултан тӳрех шкулсене ҫул тытасси те часах пулĕ.  Паянхи куна илес пулсан, учительсем ытларах ялсенче ҫитенлĕксĕр пулни сисĕнет.    

«Республикăри округсен пуҫлăхĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле. Администрацисенче тăрăшакансен ҫамрăксемпе курнăҫмалла. Яла шкулсене вĕрентекенсем килчĕр тесен, вĕсемпе тĕллевлĕн ĕҫлемелле. Килĕшĕве те ҫирĕплетсен тен вырăнлă пулнă пулĕччĕ.  Тĕрлĕ лайăх енсем пур, вĕсемпе усă курма ҫеҫ пĕлмелле.  Аслă шкулсен уйрăмах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле. Вĕсен сĕнĕвĕсене тĕпе хумалла», тенĕ регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне аслă шкула вĕренме кĕме 138 ҫамрăк валли ятарлă вырăн тытнă пулнă, тĕллевлĕ майпа пурĕ те 20 ҫын кăна вĕренме кĕнĕ. Паллă, кăтарту каламасăрах пĕчĕк.  Муниципалитетсем тĕрев паманнипе ҫыхăннă ку кăтарту, лару-тăрăва уҫăмлатма чĕнсе каланă  Пуҫлăх.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев студентсене тата аслă шкулта ĕҫлекенсене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ  пуҫланнă ятпа саламланă.  

«И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕрес текенсем яланах йышлă пулнă.  Условисем чаплă, тарăн пĕлӳ пама пысăк профессионалсем тăрăшаҫҫĕ аслă шкулта.  Патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – ачасемпе ĕҫлекен педагогсене ытларах та ытларах вĕрентсе кăларма майсем туса парасси.  Тăван ҫĕршывăн тивĕҫлĕ гражданĕсем пулса ҫитĕнччĕр тесен, ҫитĕнекен ăрăва мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани памалла», тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков ҫӳлерех палăртнă аслă шкул ҫĕршывра анлă сарăлнине, ăна пысăка хурса хакланине каланă.  Педагогсем аслă шкултан пысăк профессионалсем пулса вĕренсе тухнине те асăннă депутат.   «Сирĕн мăнаҫланма сăлтавĕ те пур.  Ӳлĕмрен те лайăх кăтартусемпе палăрассишĕн ырми-канми тăрăшăр.  Эпир хамăр енчен май пур таран яланах пулăшу пама хатăр», тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.   



01 сентября 2023
14:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter