Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йĕр правилисене пăхăнманшĕн явап тыттарĕҫ

Малашне тен,  мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йĕр правилисене пăхăнманшĕн явап тыттарĕҫ

Мотоблоксемпе ҫӳреме кăмăл тăвакансене те Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев водительсен статусне парас тесе шухăшлать.   Кун пирки вăл Чăваш Республикин Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планеркăра пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин Патшалӑх Канашӗ федераци саккунне улшӑнусем кӗртме сӗнесшӗн. Ку мотоблок водителӗсене пырса тивет. Чӑваш Ен депутачӗсем вӗсене водительпе танлаштарасшӑн. 

Пуҫару пирки, федерацин саккунсен пайне, ҫĕнĕлĕхсем кĕртме Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ыйтупа тухма сĕннĕ.  Хальхи вăхăтра мотоблаксемпе ҫӳрекенсем ҫурран ҫӳрекен ҫынсемпе пĕр тан, вĕсен прависем те пĕрешкел имĕш.  Ҫул-йĕр правилисене пăхăнманшăн, тепре чухне мотоблоксемпе ҫӳрекенсене явап тыттарма хĕн.

Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра тăтăшах мотоблоксемпе ҫӳрекенсем йĕрке пăсаҫҫĕ.  Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа пĕтĕмпе пиллĕк инкек пулнă, вĕсенче икĕ ҫын пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнă, ултă ҫын сусăрланнă.  Мототранспортпа ҫӳрекенсен айăпĕ пурри курăнать, инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕ 65,2 процент ӳсни те ҫакнах ҫирĕплетет тесе хыпарлаҫҫĕ ведомство ĕҫченĕсем.  

«Пирĕн ҫулсем пĕтĕмпех тенĕ пекех ятарлă нормăсене тивĕҫтереҫҫĕ, транспорт инфратытăмĕ лайăхланса пыни куҫ кĕретех.  Халăхăн пĕлӳ шайĕ ӳссе пырать.  Пур-пĕрех водительсем ҫул-йĕр правилисене тепре чухне пăхăнманни сисĕнет.  Ытларах та ытларах профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттермелле.  Дисциплина тени малти вырăна тухмалла. Халăха йĕркесене пăхăнма вĕрентесси – тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмалла», – тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ Виктор Шметков Атăлҫи федераци округĕнче  пирĕн республикăн кăтартăвĕсем япăх маррине хыпарланă, ҫул ҫинче инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕ ытти субъектсенчипе танлаштарсан сахал тенĕ вăл.    Пĕтĕмпе кăҫал ҫулсем ҫинче  инкек пулнă тĕслĕхсем  - 455, кăтарту пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 13,8 процент пĕчĕкленнĕ, сусăрланнă ҫынсен шучĕ 10,1 процент, вилнисен шучĕ 11,5 процент сахалланнă.  Кăҫал ҫурла уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне ҫул ҫинчи инкексене пула пурнăҫран вăхăтсăр уйрăлса кайнисем пĕтĕмпе – 68. Кăтарту пур-пĕрех пурсăмăра та пăшăрхантарать, ҫавнашкал инкексем пачах та пулмасан аван.  

Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Осипов  инкексем час-часах ҫул-йĕр правилисене пăхăнманнине пула ăнсăртран сиксе тухнине асăннă.  Машинăсемпе ҫӳрекенсем хăвăртлăха пăхăнманни тĕп сăлтавсенчен пĕри пулса тăрать.  Руль умне ӳсĕрле ларакан водительсем те пулкалаҫҫĕ.  Дистанцине пăхăнманни, ҫуран ҫӳрекенсем те ӳсĕр пуҫпа йĕркене пăсни час-часах пулкалать тенĕ министр.

«Пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмалла.  Чăваш Республикин Транспорт министерстви халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме 2023 ҫулта бюджетра 850  млн  ытла пăхса хăварнă, кăтарту маларахри ҫултан икĕ хут та нумайрах», – ҫирĕплетсех каланă  Чăваш Республикин транспорт министрĕ.  Кăҫал ҫулсем ҫинче фото-видео сăнавсем вырнаҫтарма укҫа-тенкĕ уйрăмах чылай уйăрнă. Камерăсем йĕрке пăсакансене ҫийӗнчех тупса палăртма май параҫҫӗ. Пĕр сăмахпа каласан, регионта транспорт инфратытăмĕ ҫĕнелсе пыни паллă, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ĕҫ те кирлĕ пек шайра пулса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  

 



05 сентября 2023
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter