2024 ҫулта Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвӗҫ

2024 ҫулта Андриян Николаев  космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвӗҫ

Сĕнтĕрвăрри муниципаллă округри Шуршăл салинчи А.Г. Николаев ячĕллĕ музее реконструкцилессипе ҫыхӑннӑ ĕҫсене кăҫалах тытăнма плана кĕртнĕ.

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев паллă ентешĕмĕрĕн,  СССР летчик-космонавчӗн, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн Андриян Николаевăн хĕрĕпе Елена Терешковăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра хыпарланă. 

«Професси суйласа илес текенсемшĕн Андриян Григорьевич Николаевăн пурнăҫ ҫулĕ тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕ.  Виҫҫĕмĕш космонавт Андриян Григорьевич ҫуралнăранпа  ҫитес ҫул 95 ҫул пулать.  Паллă пулăма питĕ лайăх ирттерес тесе ҫĕршывра, ҫав шутрах хамăрăн республикăра та тăрăшаҫҫĕ.  Мероприятисене йĕркелесе ирттерме ятарлă комитет туса хума палӑртнă, ĕҫе чи хастаррисене явăҫтарма шутлатпăр», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ. 

«Шуршăлти А.Г.Николаев ячĕллĕ мемориал комплексне тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма проектпа смета хатĕрленĕ.  РФ Федераци Канашĕ ĕҫе йĕркелесе ирттерме  витĕм кӳнĕ.  Хальхи вăхăтра ĕҫ хучĕсем Раҫҫей Федерацийĕн Правительствинче упранаҫҫĕ.  Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, укҫа-тенкĕ пулăшӑвӗ куҫасси паллă пулĕ.  Эпир хамăр енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех хатĕрлĕпĕр. Ҫитес ҫул проекта пурнăҫа кĕртмелле.  Мемориал комплексӗпе паллашас текенсемшĕн кăсăклă куравсем пулĕҫ, унта хамăр регионтан анчах мар, ытти субъектсенчен те килсе паллă ентешĕмĕр пирки тĕплĕнрех пӗлме майсем уҫăлĕҫ», - тесе сăмаха ҫавăрнă регион Пуҫлăхĕ.

А.Г. Николаев космонавт-летчик ячĕ Чăваш Республикинче кăна мар, пĕтĕм тĕнчипе паллă. Вăл Тăван çĕршыв историне ĕмĕрлĕх кĕчĕ.

 «Тăван тавралăха, тăван кĕтесе килме эпĕ яланах хавас. Манăн аттене ҫакăн пек пысăк чыс тунăшăн Сире тав сăмахĕсем калатăп.  Проект пирки кĕскен калас пулсан, манăн анне - Валентина Терешкова Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин патне ҫырупа тухрĕ. Шуршăлти космонавтика музей тĕпрен ҫĕнелсе улшăнтăр,  проект ĕҫлесе кайтăр тесе сĕнӳ тăратрĕ.  Ҫитес ҫулта ĕҫсем пуҫланассине  шанатпăр», - тесе палăртнă Елена Терешкова

Проекта ҫу уйăхĕн 18-мĕшĕнче патшалăх экспертизи хакланă.  Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, РФ Правительстви тĕрев парсан, 2024-2025 ҫулсенче строительство ĕҫĕсем тытăнасси куҫкĕретех пулĕ.

Музей ĕҫĕпе кăсăкланакансем, унпа тĕплĕнрех паллашас текенсен йышĕ ҫулсерен ӳссех пырать. Калăпăр, 2022 ҫулта 68,6 пин ҫын космонавтăн пурнăҫĕн ҫул-йĕрĕпе паллашма кăмăл тунă, кăтарту пысăк. 2019 ҫулта – 62,4 пин ҫын пулса курнă.  Енчен те комплекса планпа килĕшӳллĕн ҫĕнетсе улăштарсан, музей ĕҫĕпе паллашас текенсен йышне 200 пине те ҫитĕ теҫҫĕ специалистсем, кăтарту виҫĕ хут та ӳсĕ.    Паянхи технологисен витĕмлĕхĕпе кураври тĕрлĕ хатĕрсене те упрама меллĕрех пуласси паллă, туристсемшĕн  тата та лайăхрах условисем пуласса шанатпăр.    

«Коган-фестиваль» мероприятие хутшăнма сĕннĕ ҫитес ҫулта Елена Терешкова.  Ку мероприятине ҫулсеренех Валентина Терешковăн тăван тăрăхĕнче – Ярославльте ирттереҫҫĕ. Тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм вĕҫевҫĕне хисеп туса мероприяти питĕ чаплă иртнине те пĕлтернĕ Елена Терешкова

«Ачасен туризмне аталантарассипе кăсăклă мероприятисем йĕркелени хăйне евĕр паха. Шуршăл салинчи Мемориал комплексне ҫитсе унти куравсемпе паллашнисĕр пуҫне, Ярославльти планетарине ҫитсе курни  аван.  Конкурсра мала тухакансене вара Ю.А. Гагарин ячĕллĕ вĕҫевҫĕсене хатĕрлекен центра та илсе кайма юрĕ.  Мускав облаҫĕнчи центр хăйне евĕр питĕ кăсăклă ҫитĕнекен яш-кĕрĕмшĕн», - тесе хыпарланă сумлă хăна. 

 



06 сентября 2023
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter