Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Профсоюз кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Профсоюз кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем, хисеплӗ ӗҫтешсем!

Сире Чӑваш Республикинчи Профсоюз кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Профсоюзсем республика экономикипе социаллӑ сферине аталантарас ӗҫе хӑйсен тӳпине хывакан предприятисемпе организацисен мӗнпур ӗҫченне пӗрлештереҫҫӗ. Эсир пысӑк пӗлтерӗшлӗ тивӗҫе пурнӑҫлатӑр – пирӗн граждансен прависемпе интересӗсене хӳтӗлетӗр, лайӑх ӗҫ условийӗсем йӗркелеме, ӗҫ укҫин тивӗҫлӗ шайне ҫирӗплетме тата пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшатӑр.

Ӗҫ Ҫыннин интересӗсене хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ пархатарлӑ ӗҫӗрте сире ҫитӗнӳсем, телей тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                           Олег Николаев 

 



07 сентября 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter