«Садовăй» микрорайонти шкула ҫитес ҫулта туса пĕтерме тĕллев лартнă
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти ҫĕнĕрен ҫĕкленекен объектăн строительство ĕҫĕсемпе кăсăкланнă. Шупашкар хула администрацийĕ хыпарланă тăрăх, пурнăҫланă ĕҫсен калăпăшĕ 70,15 процентпа танлашать.
«Палăртса хунă вăхăт тĕлне строительство ĕҫне тĕпрен вĕҫлеме пулать. Контрактпа килĕшӳллĕн, объекта раштав уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне пурнăҫа кĕртмелле. Эпир хамăр енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр. Шкула, тен май килсен, ĕҫсен хăвăртлăхне ӳстерсен, маларах та хута яма пултарăпăр. Ачасем хĕл пуҫланиччен шкула вĕренме кайма тытăнсан аван», - тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Пĕтĕмĕшле калас пулсан, пысăк калăпăшлă ĕҫсене туса пĕтернĕ. Объектра хальхи вăхăтра ытларах шалти ĕҫсем пурнăҫланса пыраҫҫĕ. Графикпа килĕшӳллĕн палăртнинчен ĕҫсем маларах пулса пыни сисĕнет. Сăлтавĕ паллă, специалистсем виҫĕ сменăпа тăрăшаҫҫĕ, хăш-пĕр строительство ĕҫне ҫĕрле те пурнăҫлама тивет.
«Пур-ха, йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусем те. Маларахри подрядчик хăй ҫине шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫламан. Вăл пире тăтăшах объекта вăхăтра пурнăҫа кĕртетпĕр тесе шантарчĕ, анчах кăлăхах. Тĕрĕслев ирттерме тиврĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шкул хатĕр пулмасса тӳрех ăнлантăмăр», - тенĕ ертӳҫĕ.
Шкулти уйрăм пӳлĕмсенче йĕрке кĕртмелли чылай. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе та самай ĕҫлемелле. Шкулта усă курмалли вĕрентӳ хатĕрĕсене пĕтĕмпех туяннă: сĕтел-пукан таврашне, спорт хатĕрĕсене, ачасене апатлантарма, вĕри апат хатĕрлеме ятарлă оборудованисене те илнĕ.
Шкул пирки ыйтăва маларах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ планеркăра, авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче тĕплĕн пăхса тухнă, строительство ĕҫĕсене тарăн тишкернĕ.