Чăваш Енре ял хуҫалăх техники ҫĕнелсе пырать – кăтарту виҫĕ хут ӳснĕ

Чăваш Енре ял хуҫалăх техники ҫĕнелсе пырать – кăтарту виҫĕ хут ӳснĕ

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн ял хуҫалăх Министрĕпе Дмитрий Патрушевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ самантра пĕлтернĕ.

«Ĕҫсене комплекслă йĕркелесе пынине кура, юлашки ҫулсенче структура чылай ылмашăнса ҫĕнелчĕ.  Хуҫалăхсенче усă курмалли техника ҫулсерен ҫĕнелсе пыни те ҫакнах ҫирĕплетет. Ҫĕр ĕҫченĕсем кун пирки пĕрре мар палăртса калаҫҫĕ.  Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пырассишĕн аграри пайĕнче вăй хуракансем ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.  Хире кашни ҫул тенĕ пекех паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан комбайнсем тухаҫҫĕ. Тухăҫа тирпейлĕ пухса кĕртессипе тимлеҫҫĕ специалистсем. Техника лайăх пулсан, уй-хир ĕҫне вăхăтра пурнăҫлама меллĕ», - тесе ҫапларах палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.

Ял хуҫалăхĕнче усă куракан техника таврашне туянма Чăваш Енре 2020 ҫултан пуҫласа республика хыснинчен хушма укҫа-тенкĕ уйăраҫҫĕ, тăкаксене  саплаштарма субсиди мелĕпе тĕрев парса витĕм кӳреҫҫĕ.  Енчен те маларахри тапхăрсенче тăкаксен 15 процентне ҫеҫ саплаштарнă пулсан, халĕ ку кăтарту 40 процента ҫитнĕ.  Палăртма кăмăллă, 2020-2022 ҫулсенче пурĕ 3200 ҫĕнĕ техника туяннă, вĕсенчен: 698 – трактор, тырă пухмалли 145 комбайн, выльăх апатне хатĕрлемелли ятарлă техника –37 тата ытти тĕрлĕ техникăсем. Пĕтĕмпе 7,4 млрд тенкĕ тăкакланă.    

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем уй-хир вырма ĕҫĕсем пирки сӳтсе явнă, 2023 ҫулта республикăри АПК епле аталанса пыни ҫинчен  те чарăнса тăнă, ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе патшалăх программипе мĕнле усă курни ҫинчен калаҫнă.  Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакан предприятисене ҫăмăллăх кредичĕсемпе пулăшасси. Кун пирки те ыйтăва тарăн пăхса тухнă ертӳҫĕсем.  

«Паянхи кун тĕлне калас пулсан, ҫĕр ĕҫченĕсем уйран 900 пин тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ, палăртса хунă мĕнпур лаптăкран ҫакă 99 процентпа танлашать.  Ҫанталăк лăпкă тăнипе усă курса, аграри ĕҫченĕсем уй-хирте тăрăшсах ĕҫлеҫҫĕ.  Тухăҫ пысăк, кăтарту аван пулни те ҫакнах ҫирĕплетет. Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, кăҫалхи тухăҫ пурсăмăра та савăнтарать», – тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Ҫĕр ĕҫченĕсем выльăх апатне хатĕрлессипе хастар тăрăшаҫҫĕ.  Ҫĕр улмине мĕнпур лаптăкран 14 процента ҫити пухса тирпейленĕ, тухăҫ лайăх – пĕр гектартан 210 центнерпа танлашать.   

Раҫҫей Федерацийĕн ял хуҫалăх Министрĕ Дмитрий Патрушев сăмаха малалла тăснă май, аграри тытăмĕнче вăй хуракансен пурлăхпа техника бази ҫине ытларах тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.  Уй-хир ĕҫĕсене вăхăтра пурнăҫласси ытларах чухне епле техника пулнинчен те нумай килет тенĕ вăл сăмаха  ҫавăрса.

РФ Ял хуҫалăх министерстви палăртнă тăрăх, Чăваш Енре выльăх-чĕрлĕх енĕпе кăтартусем аван пулни сисĕнет.  Кун пирки  федерацин аграри ведомствин ĕҫченĕсем ҫирĕплетеҫҫĕ.   Сăмах май, Министр выльăхсене планпа килĕшӳллĕн профилактика ĕҫĕсене йĕркелемеллине, вакцинаци таврашне те вăхăтра тумаллине чĕнсе каланă.  Усал чир-чĕре алхасма памалла мар, вăхăтра тупса палăртсан, тӳрех кирлĕ пек мерăсем йышăнмаллине асăннă вăл. Выльӑхсен чирӗсем сарӑлассинчен асӑрхаттарса республика ырлӑхӗпе хӑрушсӑрлӑхӗшӗн  тăрăшмаллине те палăртнă Министр.

Ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе курăмлă ĕҫлесем пулса  пыни куҫкĕретех. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев федераци ведомствине пирĕн региона пысăк тĕрев панăшăн, Сĕнтĕрвăрри округĕнче ҫĕнĕ шкул хута яма витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă.  Республикăри ялсене аталантарассипе пурнăҫламалли мероприятисене тарăнрах сӳтсе явма, регион Пуҫлăхĕ РФ ял хуҫалăх Министрне Дмитрий Патрушева йыхравланă.  Ун чухне ялсен аталану планне пăхса тухса, ăна хак пама та меллĕ пулассине асăннă вăл. 2023 ҫулта пĕтĕмпе ял территорийĕсене аталантарма, ҫурт-йĕр хута яма 600 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Ялсенче инфратытăм  вăй илсе пыни куҫкĕретех, объектсем кулленех хута кайни те ҫакнах ҫирĕплетеҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ патшалăх енчен куҫакан мĕнпур пулăшу вăхăтра республикăна куҫса пынине  хыпарланă.  Кăҫал уйрăмах пысăк пулăшу куҫать, ытти чухнехинчен виҫĕ хут та нумайрах пулни сисĕнет тенĕ вăл.

2023 ҫулта республикăри АПК комплексне валли 3,2 млрд тенкĕ уйăрнă, кăтарту 2022 ҫулхинчен 27 процент пысăк пулни сисĕнет.  Палăртма кăмăллă, федераци енчен 1,2 млрд тата 2 млрд патнелле Чăваш Республикин республика бюджетĕнче пăхса хăварнă.

 



08 сентября 2023
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter