Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Финанс сферин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Финанс сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Пирӗн пӗтӗм майсемпе аталану планӗсен тата тӗллевлӗ ҫул-йӗрсен, чӑн малтанах, шанчӑклӑ та ҫирӗп финанс никӗсӗ пулмалла. Шӑпах ҫавӑнпа ҫирӗплӗхе тивӗҫтерес тата Чӑваш Республикин экономикипе социаллӑ сферине аталантарма майсем йӗркелес ӗҫе эсир мӗнлерех пысӑк тӳпе хывнине хак пама та йывӑр. Юлашки виҫӗ ҫулта эпир регионӑн пӗрлештернӗ бюджечӗн калӑпӑшне пӗрре ҫурӑ чухлӗ – вуншар миллиард тенкӗлӗх  – ӳстерме пултартӑмӑр, ҫавна май кӑҫал вӑл пуҫласа 100 миллиард тенкӗ шайӗнчен иртет. Ҫак витӗмлӗ цифрӑсем сирӗн финанс политикипе стратегине пурнӑҫлассипе, бюджета укҫа-тенкӗ вӑхӑтра куҫассине тата ӑна тухӑҫлӑ тӑкаклассине тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ырми-канми ӗҫӗре ӗненмелле ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Чылай малашнехине курса эсир пулма пултаракан хӑрушлӑхсене пӗчӗклететӗр, финанс тытӑмне ҫирӗплететӗр, пӑтӑрмахсенчен сыхланмалли майсене йӗркелетӗр.

Ҫавнашкал  кал-кал аталану пире, Чӑваш Енре пурӑнакансене, пӗр ҫакӑн ҫинчен ҫеҫ калама пултарать. Эппин, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх инфратытӑмне ҫӗнетме, патшалӑх паракан социаллӑ пособисене тӳлеме, социаллӑ сфера объекчӗсене тума, пурӑнмалли кил-ҫурт кирлӗ ҫынсем валли ҫурт-йӗр тума, агропромышленность комплексӗпе ял территорийӗсене, промышленность предприятийӗсемпе пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшма тата аталантарма укҫа-тенкӗ пур. Тата чи кирли – хамӑра пурӑнмашкӑн лайӑх хутлӑх йӗркелеме те.

Республикӑри предприятисемпе организацисен финанс ӗҫченӗсене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп. Хӑвӑр ӗҫӗрпе эсир экономикӑн уйрӑм отраслӗсене аталантарма, ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатса улӑштаракан  анлӑ проектсемпе программӑсене пурнӑҫлама пулӑшатӑр.

Ҫак кун Чӑваш Ен ҫыннисен финанс пӗлӗвне ӳстерес енӗпе вӑй хуракансене те пурне те тав тӑватӑп. Асӑннӑ пӗлӳлӗх шайӗпе ҫӗршер пин ҫемье ырлӑхӗ тата обществӑри ҫирӗплӗх тӳрремӗн ҫыхӑннӑ.

Хисеплӗ ӗҫтешсем! Сире ӗҫре ҫитӗнӳсем тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                      Олег Николаев



08 сентября 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter