Чăваш Енре Шупашкар хулин агломерацийĕн векторĕсене палăртĕҫ

Чăваш Енре Шупашкар хулин агломерацийĕн векторĕсене палăртĕҫ

Шупашкар хулин агломерацийĕн мастер-планне 2023 ҫулта раштав уйăхĕн тĕлне хатĕрлесе ҫитермелле, 2024 ҫулта пуш уйăхĕнче документа ҫирĕплетме палăртнă.  

Мастер-плана хатĕрлес тĕлĕшпе шăпах та, сессине ирттернĕ, унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

ДОМ.РФпа ҫирĕплетнĕ килĕшĕве тĕпе хурса пулса пыракан иккĕмĕш тапхăрти ĕҫ.  Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне тарăн тишкерӳ тунă, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи лару-тăрăва сӳтсе явнă,  вырăнти халăхпа тата общественноҫпа пĕрле тĕпчев йĕркелеме палăртнă.  Мастер-планра муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ҫирĕп йĕркесене палăртасси, хула хутлăхне территорисене шута илсе планласси ыйтусем те кĕреҫҫĕ.

Сессине пухăннисем бизнеса, территорисене аталантарма пулăшмалли мерăсен тухăçлăхне ӳстерессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра канашланă.

Аслă экономика канашĕн председателĕ, Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков бизнеса патшалăх енчен пулăшмалли инструментсем питĕ нумаййине палăртнă - муниципалитет округĕсен, предприятисен ертӳçисен вĕсем пирки пĕлмелле, çак инструментсемпе тухăçлă усă курма тăрăшмаллине каланă.

Сессире Шупашкар, Ҫĕнĕ Шупашкар хулисене, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Ҫĕрпӳ муниципаллă округсене пĕрлештерекен социаллă сфера агломерацине, экономика, инфратытăм пайне аталантармалли сценарисене пăхса тухнă.  

Социаллă сфера пирки калас пулсан, пысăк технологиллĕ медицина центрĕсене, культура,  спорт комплексĕсене тата ытти объектсене те хута ямалли пирки калаҫнă.  Ҫаксем пĕтĕмпех муниципалитетсенче инфратытăма ҫĕнетсе улăштарма витĕм кӳрĕҫ.       

«Ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма май паракан документ пулассине шанатпăр.  Территорисене, бизнеса аталанса вăй илме тĕрлĕ условисем йĕркеленессине пĕлсех тăратпăр. Асăннă ыйтусене Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пысăк тимлĕх уйăрать. Ҫынсем  хăйсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтернине туймалла, пурăнма хăтлă условисем туса панине те курмалла. Экономика потенциалĕ ӳсни паха», – тенĕ вăл.

«Документ ҫĕнĕ проектсене хатĕрлеме витĕм кӳмелле.  Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине Комплекслă аталантармалли программăра ҫĕнĕлĕхсем пĕтĕмпех палăрмалла, пирĕн пуҫарусемпе тĕллевсене  пурнăҫлама витĕм кӳмелле.  Паллă, тен хăш-пĕр тӳрлетӳсем те кирлĕ пулĕҫ.  Халăхăн сĕнĕвĕсене шута илсе ҫĕнĕлĕхсене кĕртсе хăварма тăрăшмалла.  Пурнăҫăн ҫĕнĕ  условийĕсене те шута илмелле, экспертсен шухăшĕсене тĕпе хумалла.  Пĕтĕмпех ĕҫсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тăмалла. Вĕсем территорипе, пахалăхпа тата экономикăпа ҫыхăннă. Ҫирĕп йĕркесене пăхăнсан, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесен – тухăҫлăх тени  пысăк пуласси те куҫкĕретех пулĕ», – тенĕ Пуҫлăх.  

«Мастер-план ҫӳлерех асăннă муниципалитет пĕрлешĕвĕсемшĕн кăна усăллă пулмĕ, унпа тен ытти округсенче те усă курма пултарĕҫ.  Чи малтанах сăмах кунта пĕчĕк хуласем пирки пырать.  Вĕсен енчен те пысăк потенциал пулсан», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

 «Шупашкар  хулин агломерацийĕн мастер-планĕ тĕнче стандарчĕсене тивĕҫтертĕр тесе эпĕ хам  шухăша пĕлтертĕм.  Мастер-план пурнăҫа кĕтĕр тесен сахал мар пысăк калăпăшлă ресурс, федераци енчен те тĕрев, пысăк компанисен витĕмлĕхĕ пулмалла. Эпĕ тата республика ертӳлĕхĕ мастер-план пысăк инвесторсене явăҫтарма пултартăр тесе, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех туса пама тăрăшпăр, вăл пурнăҫа кĕтĕр тесе тăрăшсах ĕҫлĕпĕр», тенĕ Аслă экономика канашĕн председателĕ, Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков.

 «Шупашкар агломерацийĕн вăй-хăватне, социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарас тесен ҫынсен капиталне, хула хутлăхĕн пахалăхне  ӳстермелле тата ыттине те», палăртнă хăйĕн сăмахĕнче ДОМ.РФ председателĕ Антон Финогенов.

Экономикăна аталантармалли федераци сценарине тĕпе хурса, сессинче агломерацине аталантармалли вариантсем пирки те пăхса тухнă.  Кун пек йĕркепе ĕҫсене пурнăҫлани лару-тăрăва комплекслă уҫăмлатма май парĕ.  ДОМ.РФпа «Урбан ПРО»  ертсе пыракан компанийĕн специалисчĕсемпе пĕрле хатĕрлекен мастер-плана Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ витĕм кӳрет.  Документа хатĕрленĕ чухне,  вырăнти халăхăн сĕнĕвне шута илсе территорисене ҫĕнетсе улăштарассинче тухăҫлăха  малти вырăна кăларма  тĕллев тунă.  

«Урбан Про»  тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ    Александр Холоднов сăмаха малалла тăснă май, ĕҫĕн ҫуррине туса ҫитернине палăртнă. «Тепĕр уйăхран аталану ҫул-йĕрĕпе тĕплĕн паллаштарăпăр.  Вырăнти экспертсемпе халăхăн сĕнĕвĕсене тĕпе хуратпăр.  Вĕсемпе пĕрле авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче сессине ирттерме калаҫса килĕшнĕ.  Маларах вырăнти халăхпа тĕпчев ĕҫĕсене ирттернĕ, ыйтăмсене  туса ирттернĕ, ятарлă программăпа килĕшӳллĕн ĕҫсене пурнăҫланă, пĕтĕмлетӳсем тунă. Урамсенче те ҫынсемпе тăшах курса калаҫнă, вуншар интервью йĕркеленĕ»,  тенĕ вăл, пĕр сăмахпа каласан,  вырăнти халăхпа килĕшсе, мĕнпур ĕҫсене туса пыни куҫ кĕретех тенĕ.



11 сентября 2023
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter