Лифтсене улăштарассине хăвăртлатмалла

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене патшалăхăн уйрăм полномочийсемпе тивĕçтермелли саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусемпе ларура строительство министрĕ Михаил Коледа паллаштарчĕ. Сăмах тăлăхсене çурт-йĕр туянма социаллă тÿлев памалли полномочи пирки пырать.

Пысăк пĕлтерĕшĕ улшăну тееймĕн, анчах республика Пуçлăхĕ Михаил Александрович сăмах илнине пайăррăн палăртмасăр хăвармарĕ — Правительство ларăвĕнче министрăн должноçĕнче пирвайхи хут доклад турĕ-ха та... «Сире çĕнĕ статуспа саламлатăп, — терĕ Олег Алексеевич. — Эсир Павел Владимировичпа, Министрсен Кабинечĕн командипе пĕрле ĕçлесе Строймин енĕпе маларах пуçарнă программăсене тата пысăкрах хăват парасса шанатăп». Çĕнĕ министр хăйне шаннăшăн тав турĕ, ÿкĕнмелле пулмасса шантарчĕ.

Вăлах республикăн нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха юсамалли программин 2024—2026 çулсенчи кĕске вăхăтлăх планне пурнăçлас ыйтупа та доклад турĕ. Çак тапхăрта 1,2 пине яхăн çуртра юсав ĕçĕсене пурнăçлама палăртнă — калаçу 170 пин çын пурнăçне хăтлăрах тăвасси пирки пырать. Çак ĕçсем валли пĕтĕмпе 9,2 миллиард тенкĕ ытла уйăрма пăхнă. Çав шутра республика тата муниципалитетсен бюджечĕсен тÿпи те пур, çапах тĕп пайĕ, 8 миллиард тенкĕ ытла, хваттерсен хуçисен тÿлевĕсем.

Министр кивелнĕ лифтсене улăштарасси çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Çитес çулах Шупашарти тата Çĕнĕ Шупашкарти нумай хватерлĕ çуртсенчи 96 лифта çĕннисемпе улăштарма пăхнă — 279 миллион тенкĕ кирлĕ. 97 миллионне республика бюджечĕ уйăрать, 83 миллион — хуласен хыснисенчен, ыттине вара хватерсен хуçисен тÿлевĕсен шучĕпе саплаштармалла. Ку ĕç 2025 çулта маолалла тăсăлĕ — тата çичĕ теçетке ытла лифта çĕнетмешкĕн хальлĕхе 217 миллион тенкĕ уйăрассине палăртнă.

Олег Николаев çак плана çирĕплетессине палăртĕ, çав вăхăтрах лифтсемпе çыхăннă цифрăсем унчченхинчен чылай лайăхрах пулин те «пачах та тивĕçтерменни» çинчен те каларĕ. Юхăннă, усă кумалли вăхăчĕ иртнĕ лифтсене çĕннисемпе улăштарассине хăвăртлатмалла, мĕншĕн тесен ку гражлдансен хăрушсăрлăхĕпе те, пурнăç пахалăхĕпе те тÿррĕнех çыхăннă. Эппин, лифт хуçалăхне çĕнетме кирлĕ çăл куçсене шырас ĕçе çине тăрсах малалла тăсмалла.

www.hypar.ru



13 сентября 2023
19:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter