Юсанмалли центрсем тӑвассипе Чăваш Ен малта пыракансенчен пĕри шутланать

Юсанмалли центрсем тӑвассипе   Чăваш Ен малта пыракансенчен пĕри шутланать

 Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленине йĕркелесе янăранпа  86 ҫул ҫитнине палăртнă мероприятинче кун пирки каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Паянхи куна калас пулсан, Чăваш Енри УФСИНăн пурлăхпа техника бази пуян пулни куҫкĕретех.   Федераци службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн хӑш-пӗр енӗпе хальхи промышленноҫ предприятийӗсем те уйрӑм йышши продукци туса кӑларакан компетенцисем пур», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Чӑваш Республики юсанмалли центрсем тӑвас ӗҫре малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнать.  Пĕтĕмпе  ҫакăн йышши центрсем республикăра ҫичĕ шутланаҫҫĕ, вĕсенче пурĕ 411 вырăн пур.  Пуласлăхри тĕллевсем пысăк. Кун пек центрсене тата та хута яма палăртнă.

Аса илтеретпĕр, юлашки ҫиччĕмĕш центр кăҫал ҫурла уйăхĕнче хута кайнă, объекта Етĕрнери ҫĕвĕҫ фабрикин бази ҫумĕнче йĕркеленĕ.

Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри Управленийӗ тӗрлӗ йышши таварсене вырнаҫтарса производство пĕлтерĕшлĕ пулӑшусемпе тивĕҫтерет, ҫав вӑхӑтрах ведомствӑн территорири органӗсен хушшинче тӗп кӑтартусемпе  малта пыракансенчен пĕри шутланать. Таварсене 2022 ҫулта 1, 7 млрд ытла тенкӗлĕх тирпейлесе кăларнă.  Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленийĕн пуҫлӑхӗ  Геннадий Шиндин  палăртнă тӗллевсене тивӗҫлӗ пурнӑҫланӑшӑн ĕҫчешсене тав тунă, ветерансене  службăна аталантарас ӗҫе пысăк  тӳпе хывнăшăн, хӑйсен пӗлӗвне, пуян опытне ҫамрӑк ӑрӑва панишĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.



13 сентября 2023
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter