Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче нумай ачаллă çемьесене тӳлевсĕр çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа парассине палăртакан саккун проектне ырланă

Чылайранпа калаçтарнă, сÿтсе явнă ыйтăва татса парасси тинех финиша çывхарать: Министрсен Кабинечĕ юнкунхи ларура нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа парассине палăртакан саккун проектне ырларĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, ыйтăва тĕплĕ тишкернĕ, ытти регион опытне шута илнĕ — пысăк ĕç çакăн пек проект хатĕрлесси патне илсе çитернĕ. Документ çинчен экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов каласа пачĕ. Вăл çĕр вырăнне укçа тÿлес ыйту çивĕчлĕхне палăртнипе пĕрлех ăна татса парасси кăткăс пулнине çирĕплетрĕ. Çапах — çакăн пек йышăну патне çитнĕ.

Проектра çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр çĕклемелли çĕр лаптăкĕ илмелли правăна укçапа улăштарассине хăйсен ирĕкĕпе суйлассине çирĕплетнĕ. Пĕр хут паракан тÿлеве маларах çĕрпе тивĕçтернĕ çемьесем те илме пултараççĕ, çапла тумашкăн вĕсен лаптăка тавăрса памалла — енчен те унта стройка пуçарман пулсан. Паллах, çĕнĕ йĕркене вăя кĕртни бюджетран хушма тăкаксем ыйтать. Шутласа пăхнă — 850 çемье патнелле укçа илес кăмăллă пулма пултарать. Çемье пуçне 250 пин тенкĕ тÿлес тĕк 212,5 миллион тенкĕ уйăрма тивĕ.

Темăна тăснă май Олег Николаев кун пирки республикăра пурăнакансем те час-часах ыйтнине аса илтерчĕ — татса парассине текех ырана хăварса пыма май çук. Çав вăхăтрах вăл нумай ачаллă çемьесене панă çĕр лаптăкĕсемнче çурт-йĕр тăвасси вăй илейменнине те пытармарĕ. Ку ĕçе хăвăртлатмалла, çав территорисене инфратытăмпа тивĕçтерес тĕллевпе çине тăрса ĕçлемелле. Çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе дефицит пурри вăрттăнлăх мар, çавăнпа та «çынсен ăнланмалла: пурăнмалли çурт тумашкăн çĕр илнĕ тĕк — унта вăраха ямасăр строительство ĕçĕсене пурнăçламалла, патшалăх вара ку тĕллеве пурнăçлама пулăшĕ».

Çав вăхăтрах Олег Алексеевич Правительствăн çак саккун проектне ырланипе кăна лăпланма юраманни çинчен те аăрхаттарчĕ — ĕçе малалла тăсмалла. Вăл нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа тÿлемелли çĕнĕ йĕркене тÿрре кăлармалли норма акчĕсене саккун проекчĕ вăя кĕрессе кĕтмесĕрех хатĕрлеме пуçламашкăн чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru



14 сентября 2023
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter