Çĕнĕ транспорт кăмăла çĕклетĕр

Ларура халăха общество тарнспорчĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те Олег Алексеевич хальччен нумай тунине пăхмасăр тата та хастартарах ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Транспорт министрĕ Владимир Осипов Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашарти, икĕ хула хушшинчи маршрутсемпе пассажирсене илсе çÿремелли социаллă стандарта çирĕплетес ыйтупа сăмах илчĕ.

Стандарт халăха автомобиль тата электричество транспорчĕпе тивĕçтерессин мĕн пур енне шута илет — автобус-троллейбуспа усă курасси чăрмавсăр пулмаллинчен тытăнса техника экологие тивĕçтермелли таран. Юлашкинчен асăннă требовани газпа тата электричествăпа ĕçлекен транспортпа анлăрах усă курма хистет. Олег Николаев вара çĕнĕ техника ытларах пулмалли çине пусăм турĕ: ку транспорт шанчăклăхне пысăклатнипе пĕрлех тепĕр саманта та шута илмелле — «хула урамĕпе çĕнĕ троллейбус пынине курсан кăмăл та çĕкленет».

Правительство 2024 çулта çын пуçне пурăнма кирлĕ виçене çирĕплетрĕ. Ăна çуллен авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен палăртмалла. Чăн та, ĕçлев министрĕ Алена Елизарова федераци шайĕнче минимума ыйтăвне татса парассине ятарлă йышăнупа каяраха куçарни пирки асăрхаттарчĕ, çапах Мускав регионсем валли сĕнÿ шайĕнчи виçесене палăртнă — çакна шута илсе республика çитес çул усă курмалли минимума çирĕплетрĕç. Вăл 13271 тенкĕпе танлашать — 908 тенкĕ хушăннă, çулталăк пуçламăшĕнчи кăтартуран 7,3% пысăкрах. Социаллă демографи ушкăнĕсене кура çак виçе тĕрлĕ: ĕçлеме пултаракан çынсем валли — 14465, ачасемшĕн — 11413, пенсионерсемшĕн — 12973 тенкĕ.

Пурăнма кирлĕ виçе социаллă тÿлевсен калăпăшне палăртма кирлĕ. Ăна федераци шайĕнчи пенси çумне хушăнакан тÿлев виçине палăртнă чухне шута илеççĕ. Республикăра хушма çав тÿлеве 29,9 пине яхăн çын илет, эппин, 2024 çулта вĕсен асăннă тÿлев шучĕпе хушăнас укçи 1,1 миилиард тенкĕрен иртĕ. Пĕтĕмпе вара социаллă тÿлевсем пурăнма кирлĕ виçене кура пысăкланасси Чăваш Енре пурăнакан 126 пин ытла çынна пыра тивĕ.

Ларура çавăн пекех муниципалитетсене вĕрентÿ организацийĕсене ЧР Пуçлăхĕн гранчĕсемпе хавхалантарма республика бюджетĕнчен трансфертсем парассине çирĕплетрĕç. Ку — çуллен уйăракан грантсем. Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров грант виçи 500 пин тенкĕпе танлашнине пĕлтерчĕ. 7 муниципалитет окуругĕ тата 5 хула укçа илĕç. Инноваци проекчĕсене тÿрре кăлармашкăн 18 вĕрентÿ организацине хавхалантарма палăртнă.

www.hypar.ru



14 сентября 2023
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter