Олег Николаев сывлӑх енчен хавшак ҫынсем валли туризма аталантарас текен шухăша ырланă

Олег Николаев сывлӑх енчен хавшак ҫынсем валли туризма аталантарас текен шухăша ырланă

Кун пирки вӑл «iВолга» ПФО Ҫамрӑксен форумне хутшӑнакансемпе ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ. Раҫҫей Президенчӗн Атăлҫи федераци округĕнчи  полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров пулӑшнипе Самар облаҫӗнче иртнӗ форум программине вӗрентӳ, культурӑпа кану программи, проектсен конкурсӗ кӗнӗ. Унта республикӑри ҫамрӑксен 85 представителӗ хутшӑннӑ.

«Пуян опыт пухăннă тесен те тен йăнăшах мар пулĕ,  эпир иккӗмӗш ҫул шкул туризмӗ енӗпе ӗҫлекен федераллӑ пилот проектне хутшӑнатпӑр. Ҫак программӑна сывлӑх енчен хавшакран ҫамрăксене явăҫтарсан аван.  Пирӗн Чӑваш Енре кӑтартмалли пур, ҫак проекта илмелле, ҫамрӑксемпе тачă ҫыхăнмалла, Правительство енчен те тĕрев пама хатĕр», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Кӑҫал «iВолга» ҫамрăксен форумĕнче  2 грант конкурсӗ иртнӗ.  И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ Наталья Васильева Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен проекчӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнă, проекта пурнӑҫлама 240 пин тенкӗлӗх грант мелĕпе пулӑшӑва илнĕ.

 Республикӑри ҫамрӑксен представителӗсем харпӑр хăй-команда тупӑшӑвӗнче хӑйсене питӗ лайӑх кӑтартнӑ: И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечĕн студентки ҫӑмӑл атлетика марафонӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Лариса Молярова тата Артем Ревунов студентсем «Снаряжение магазин АКМ» дисциплинӑра 3-мĕш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Ҫамрӑк ӑсчахсен наукӑпа техника ҫитӗнӗвӗсен куравӗнче Чӑваш Ен тӑватӑ экспонат тӑратнӑ:  Вĕсем пурте питĕ кăсăклă та хăйне евĕр паха пулнă.

 



14 сентября 2023
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter