130 минут пулнă тӳрĕ эфир вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев халăха кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хуравланă

130 минут пулнă тӳрĕ эфир вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев халăха кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хуравланă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев 17-мĕш хут «тӳрĕ лини» мелĕпе халăхпа ҫыхăнăва тухнă, ҫынсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хуравсем панă.  Ку хутĕнче уҫă калаҫу вăхăтĕнче  пĕтĕмпе  республика Ертӳҫи 35 ыйту ҫине хуравланă.  Пурĕ ун патне 500 ыйту килнĕ, вĕсенчен 120-шĕ колл-центр урлă пухăннă, 280 ыйтӑва социаллă сетьсенче ҫырса пĕлтернĕ.

Патшалăх пулăшăвĕсен  сервисĕпе усă курса та халăх кăҫал республика  Пуҫлăхĕ патне хăйӗн ыйтăвĕсене  ҫырса пĕлтернĕ. Ку меслетпе пурĕ 130 ҫын усă курнă.

«Тӳрĕ лини» валли хатĕрленĕ ыйтусене пĕтĕмпех ятарлă сервиспа усă курса, темăсем ҫине пайласа тухнă.  Нейросеть меслечĕпе мĕнпур информацине ҫийӗнчех уҫăмлатма, халăха хумхантаракан ыйтусене палăртма май килнĕ.  Калăпăр:  мĕнпур ыйтусенчен 28 проценчĕ вĕренӳ енĕпе пулнă. Кил-хуҫасăр чĕрчунсем пирки – 17 процент, транспорт енĕпе 11 процент, спорт ыйтăвĕсем – 11 процент, хула хутлăхне хăтлăлатассипе – 8 процент, ҫул-йĕр ыйтăвĕсем – 6 процент, ЖКХ – 6 процент, ҫурт-йĕр – 5 процент, социаллă сфера – 4 процент, ҫут ҫанталăк ыйтăвĕсем – 3 процент, сывлăх сыхлавĕ – 2 процент, электроэнергетика – 2 процент, хăрушсăрлăх – 1 процент, финанс енĕпе 1 процент.   

Интернет ҫыхăнăвĕпе усă курса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн «тӳрĕ лини» мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫăва пăхма пурĕ 100 пин ҫын кăмăл тунă.

Тӳрĕ лини вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕнчен Шупашкар-Вăрманкас 123-мĕш маршрут пирки те ыйтса пĕлнĕ.  Ыйту чăнласах та, питĕ пĕлтерĕшлĕскер. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пурăнакансене шыв ыйтăвĕ пӑшӑрхантарнӑ.  Ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансен ачисене хушма пĕлӳ парассипе ҫыхăннă ыйтусене те тӗплӗн пăхса тухнă, вĕсене тӳлевсĕр вĕренӳпе тивĕҫтересси пирки калаҫнă.  Йытăсемпе ятарлă спорт йĕркелеме пулмасть-ши тесе те  ыйтнă республика Пуҫлăхĕнчен. Спортăн ку тĕсне аталантарма ятарлă пӳлĕм уйăрма та чĕнсе каланă тӳрĕ лини ҫыхăнăва тухнисем.

Пая кĕрсе хваттер туянакансен ыйтăвĕсем те пĕлтерĕшлĕ. Хăшĕ-пĕрисем чăнласах та, объектсене графикпа килĕшӳллĕн хута яманни сисĕнет. Олег Николаев 2023 ҫул вĕҫлениччен ыйтусем пĕтĕмпех уҫăмланассине каланă.  Паян республикăра хăмла лартса ҫитĕнтерессипе хастар ĕҫлеҫҫĕ. Тен, ҫавăнпа та пулĕ, хăмла пуҫтармалли комбайн пирки ыйту хускатнă. Пирĕн республикăра ҫĕнĕ техникăна туса хатӗрлесе ҫитернӗ, халĕ унпа пуҫласа усă курма тытăннă. Чăваш Енре пуҫтарнă техника пĕлтерĕшĕ ыттисемшĕн те тĕслĕх пуласса шанса тăратпăр.

Аса илтеретпĕр, «тӳрĕ лини» мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫăва пăхас е тата итлес текенсем  ăна «Олег Николаев | Чувашия» Вконтакте пĕрлешӳре,  «Чувашская Республика»  ушкăнра пăхма пултараҫҫĕ.

Наци телекуравĕн эфирĕнче кăларăма авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче каҫхине 20 сехет те 30 минутра халăх патне илсе ҫитернĕ.

 

 



15 сентября 2023
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter