«Çĕнĕ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонин резиденчӗсемпе пӗрремӗш килӗшӳсем юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑвӗҫ

«Çĕнĕ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонин резиденчӗсемпе пӗрремӗш килӗшӳсем юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑвӗҫ

 «Химпром» тата «Звениговский» тулли мар яваплă обществăсен проекчĕсем Ятарлӑ экономика зонин пулас резиденчĕсем шутланаҫҫĕ.  Вӗсем Эксперт канашне заявка пама документсен пакетне хатӗрлеҫҫӗ. «Звениговский» ТМЯО  аш-какай тирпейлекен цех хута янă та.  Вĕсем  талӑкне 40 тонна тавар тирпейлесе кăлараҫҫĕ, унта 50 ҫын вăй хурать.

Кун пирки Чӑваш Ен  Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Правительствин Председателӗн ҫумӗпе – Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Инҫет Тухӑҫ федераци округӗнчи полномочиллӗ представителӗпе Юрий Трутневпа тӗл пулнӑ чухне пĕлтернĕ. «Çĕнĕ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонине туса хунӑ,  вăл пӗтӗм республика экономикин ӳсĕм паллийӗ шутланать.  «Ҫӗнӗ Шупашкар» промышленноҫ производствин ятарлӑ экономика зонин малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем пирки хыпарланă, ӑна туса хурассине Раҫҫей Правительствин 2022 ҫулхи чӳк уйăхĕн 3-мӗшӗнче йышӑннӑ постановленийӗпе ҫирӗплетнине  пĕлтернĕ.

Хальхи вӑхӑтра «Фильтр21» ТМЯО управляющи компани ОЭЗ аталанӑвӗн территорине тата малашлӑх планне туса хатӗрлессипе тимлет. Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025 ҫулчченхи комплекслӑ программине тата 2035 ҫулчченхи Стратегине туса хатӗрленӗ.  Чăваш Республикин 2020-2024 ҫулсенче социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантармалли харпăр хăй программипе килĕшӳллĕн, ОЭЗ территорийĕнче индустри паркне туса хурассипе тăрăшаҫҫĕ, газпа электричество кĕртме техусловийĕсене илнĕ.  Объектсенче пĕрремĕш тапхăрпа тумалли ĕҫсене туллин пурнăҫлани куҫ кĕретех.  Унӑн тулашри ĕҫĕсене тума патшалăх контрактне ҫулталăк вĕҫлениччен алă пусса ҫирĕплетесшĕн. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев РФ Вице-премьерне  ОЭЗ хута яма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.  Сăмах май, сумлă ертӳҫĕне юпа уйăхĕн 4-8-мĕш кунĕсенче пулакан спорт ăмăртăвĕсене килсе курма йыхравланă.  Мероприятисене пирĕн тăрăхра ирттерме Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерстви пулăшать.  Пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Ен Правительствипе Раҫҫейри  кĕрешӳ искусствисен союзĕ пĕрле мероприятисем йĕркелеҫҫĕ.

Ăмăртусене пĕтĕмпе 2 пин ытла спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Тĕнчери 17 ҫĕршывран спортăн ҫак тĕсне юратакансем пирĕн тăрăха килĕҫ.

Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче гала-финал ăмăрту пулать. Спортăн ҫак тĕсне юратакансем шахбокс енӗпе тĕнче чемпионĕ ятне ҫĕнсе илессишĕн вӑй виҫӗҫ.   

 

 



18 сентября 2023
16:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter