Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

Паян республикăра Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем – киперхăрушсăрлăх, хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси тата тухӑҫа пухса кĕртес ӗҫӗн малтанласа палăртнă кăтартăвĕсене тишкересси.

 Пĕрлехи информаци кун йĕркинчи чи ҫивӗч ыйтӑва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  палăртса хăварнă.

«Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулакан Пĕрлехи информаци кунĕнче киперхăрушсăрлăха тата ултавҫăсем банк карттисемпе усă курса халăха шар  кӑтартнине тарăнрах сӳтсе явăпăр.  Право хуралĕнче тăрăшакансем тăтăшах лару-тăрăва асăрхаса тӑраҫҫĕ. Пур-пĕрех хальлĕхе ултавҫăсен аллисене лекекенсем те  ҫук мар. Пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн кăтартусем пирки халăха тĕплĕнрех каласа памалла.  Ĕҫ ушкăнĕсенче вăй хуракансем патне тĕрĕс хыпар илсе ҫитермелле. Ӳлĕмрен ҫынсем шар ан курччӑр тесен, вӗсене  сĕнӳсем парса пулăшмалла.  Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – хыпарсене халăха ăнланмалла чĕлхепе илсе ҫитересси.  Ачасене те мĕн пĕчĕкренех тĕрĕс воспитани памалла, вĕсене хӑрушсӑрлӑх ҫинчен ҫăмăл майсемпе ăнлантарса пама пĕлмелле. Ачасен ултавҫăсен аллине лекессинчен кулленех сыхă тăмалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Атăлҫи федераци тăрăхĕнче ултавҫăсен аллисене лекнисен шучĕ уйрăмах ӳссе кайни сисĕнет.  Пирĕн республикăра та кун пек тĕслĕхсем  пур-ха хальлĕхе. Ултавҫăсем ҫынсене суя хыпарсемпе тăтăшах инкеке лектереҫҫĕ.  IT –технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса Раҫҫей Федерацийĕнче  йĕркене пăснă чылай тĕслĕхе тупса палăртни куҫ кĕретех тесе палăртаҫҫĕ ятарлă ведомство ĕҫсенĕсем. Халăха ултавҫăсем 91 млрд ытла тенкĕлĕх тăкак кӳнĕ.

Кăҫалхи 8 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре IT –технологисемпе усă курса йĕрке пăсакансен йышĕ самай ӳсни сисĕнет.  Пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан, ӳсĕм 28 процент пулнине палăртаҫҫĕ специалистсем.   Йĕрке пăсакансене ҫийӗнчех тупса палăртаҫҫĕ.  Пур-пĕрех пăтăрмаха кĕрсе ӳкнисем чылай, Чăваш Енре ултавҫăсем халăхран суя меслетсемпе 567,7 млн тенкĕ вăрланă. Хăшĕ-пĕрисене тӳрех тупса палăртнă, каялла 55 млн тавăрса пама май килнĕ.

Палăртса хăвармалла: ытларах   IT-ултавҫăсен аллисене 35 ҫултан пуҫласа 44 ҫула ҫитнисем лекеҫҫĕ. Ултавҫăсем хĕрарăмсене хăйсен аллине лектерме тăрăшаҫҫĕ, мĕнпур кăтартуран 58 проценчĕ хĕрарăмсемпе ҫыхăннă тесе пĕлтереҫҫĕ право хуралĕнче тăрăшакансем.  

Халăхăн финанс пĕлӳ шайне кулленех ӳстерсе пыма тăрăшмалла. Паянхи пурнăҫ таппинче ку ыйту уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать те.  Паян Пĕрлехи информаци кунне халалласа мĕнпур муниципаллă  пĕрлешӳсенче  халăхпа тĕлпулусем иртнĕ,  информаци ушкăнĕсем ҫынсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хуравсем панă.   Ертӳҫĕсем ултавҫăсен аллисене лекессинчен кулленех сыхă тăма чĕнсе каланă, суя хыпарсене ăша хывмалла маррине, вĕсем тĕрĕс е тĕрĕс маррине тĕрĕслемеллине асăрхаттарнă.  Финанс хăрушсăрлăхĕ пирки тĕплĕн ăнлантарса панă Пĕрлехи информаци ушкăнĕсен членĕсем.

Хальхи вăхăтра тĕрлĕ ведомство ĕҫченĕсем тăтăшах халăхпа уҫă калаҫусем ирттереҫҫĕ, кирлĕ пек сĕнӳсем парса пулăшаҫҫĕ. Кашни банкăн хăйне евĕр паха программăсем пур.  Ултавҫăсенчен сыхă тăрас тесе вăл ҫĕнĕлĕхсене банксем тӳрех пурнăҫа кĕртсе пыма тӑрӑшаҫҫĕ.  Тепĕр тесен, вĕсен ĕҫченĕсем ҫынсемпе кулленех профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерни те ултавҫăсен аллисене лекессинчен пăрать.  Патшалăх шайĕнче те тĕрлĕ нормативлă право акчĕсене пăхса хăварса йышăнса хăвараҫҫĕ, йĕрке пăсакансен шучĕ сахал пултăр тесе тăрăшаҫҫĕ.

Паян пĕрлехи информаци кунне кĕртнĕ тепĕр актуаллă тема –  уй-хирти вырма ĕҫĕсем. Ҫĕр ĕҫченĕсене патшалăх енчен куҫарса паракан пулăшусем пирки тĕплĕн ăнлантарса панă информаци ушкăнĕсен пайташĕсем. Ялсенче пурăнакансене, хушма хуҫалăх тытса пыракансене патшалăх вăхăтра тĕрев парса пулăшни пирки те ăнлантарнă вĕсем. 

Ял хуҫалăх культурисем пирки калас пулсан, пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкӗсем 546 гектар йышăнаҫҫĕ регионта. Палăртма кăмăллă, паянхи куна илес пулсан, палăртнă лаптăкран 98,2 процент таран тыр-пула пухса кĕртнĕ, 954 890 тонна пӳлмене хывнă.  Кăтарту пысăк, планпа пăхса хăварнинчен 10 процент ытларах пулни сисĕнет.  Кукуруза пухассипе хуҫалăхсенче ытларах ĕҫе авăн уйăхĕнче тытăнаҫҫĕ.  Ку ĕҫпе хастар ĕҫлекенсем: Улатăрсем, Ҫĕрпӳсем, Елчĕксем.  

Ҫĕр ĕҫченĕсем ҫĕр улмине пухса кĕртессипе те хастар тăрăшаҫҫĕ. Палăртнă лаптăкран 59,6 процентне пухса тирпейлесе хума та ĕлкĕрнĕ аграри ĕҫченĕсем.  Ку тĕлĕшпе хастар ĕҫлекеннисем – Канашсем, Пăрачкавсем, Улатăрсем. 

Ытти культурăсене те пухса тирпейлессипе республикăри уй-хирсенче аван ĕҫлеҫҫĕ, ӳсĕм пысăк, ытти ҫулхисенчен кăҫал лайăхрах ĕҫлесе пынине ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем.

Кĕркунне ҫитнĕ май, хутса ăшăтмалли тапхăр пуҫланасси те часах.  Ăна хатĕрленсе ирттернĕ ĕҫсем пирки те паянхи тĕлпулусенче халăхпа пĕрле ыйтăва тарăн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионта асăннă ыйту енӗпе лару-тăру лайăх пулни пирки хыпарланăччĕ.  «Чылай объектсенче реконструкци ĕҫĕсем пыраҫҫĕ. Хăш-пĕр ҫĕрте хутса ăшăтмалли котельнăйсене тĕпрен модернизацилеҫҫĕ.  Юпа уйăхĕ кăҫал сивĕ пуласса калаҫҫĕ специалистсем.  Апла пулсан, кăҫал хутса ăшăтмалли тапхăра ытти чухнехинчен самай маларах та тытăнма пултарĕҫ.  Пирĕн пурин те хатĕр пулмалла. Объектсене туллин хатĕрлесе ҫитермелле», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.    Шупашкар тата Ҫĕнĕ Шупашкар  администрацийĕсен пуҫлăхĕсен «Т Плюс» килĕшĕвне тĕпе хурса, мероприятисене Шупашкар хулин агломерацин мастер-планĕпе килĕшӳллĕн йĕркелесе пымаллине чĕнсе каланă.  Ку ыйтусем кулленхи пурнăҫра ҫивĕч тăнине те тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă регион Пуҫлăхĕ.

Уҫă калаҫăва пухăннисем республикăри социаллă сферăри объектсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатӗрлесе ҫитернин кӑтартӑвӗ 98 процентпа танлашнине хыпарланă.    

ЖКХ объекчĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра республикăри 14 муниципаллă тата хула округĕсенче хатĕрлесе ҫитернĕ.  Ку енӗпе Улатăрсем, Элĕксем, Патăрьелсем, Йĕпреҫсем, Канашсем, Каҫал енсем, Красноармейскийсем, Муркашсем, Вăрмарсем, Ҫĕрпӳсем, Ҫĕмĕрлесем, Елчĕксем, Тăвайсем тата Канаш хули  ыттисенчен маттуртарах.



20 сентября 2023
18:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter