Шупашкарта ДОМ.РФ инфратытăм облегацийĕпе усă курса троллейбус паркне ҫĕнетсе улăштарĕҫ

Шупашкарта ДОМ.РФ инфратытăм облегацийĕпе усă курса троллейбус паркне ҫĕнетсе улăштарĕҫ

Шупашкарти транспорт  пайне тата инфратытăмне ДОМ.РФ облигацийĕсемпе усă курса модернизацилес енӗпе туса хатĕрленĕ документа Правительствӑн регионсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен комиссийĕ ырланă.  Укҫа-тенкӗне ҫăмăллăх  условийĕпе уйӑрмалли майпа Чăваш Республикин тĕп хулинче пурăнакансем валли хальхи  пурнăҫпа килĕшсе тăракан 92 троллейбус туянĕҫ.   

«Укҫа-тенкӗне уйӑрса памалли ҫавнашкал май транспорт тытăмне ҫĕнетсе улăштарма витĕм кӳрет.  Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансене транспорт пулăшăвĕпе лайăхрах усă курма май парать.  Асăннă ыйтăва икĕ хулари ҫынсем тахҫантанпах пăшăрханса хускатаҫҫĕ.  Пирĕн Шупашкар хулин агломерацине тĕпе хурса пĕрлехи тытăм йĕркелесе яма тăрăшмалла, икĕ хулари ҫынсене пĕр-пĕрин патне ҫӳреме май паракан услови йĕркелемелле.  Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкара  пĕр-пĕринпе муниципалитетсем хушшинчи троллейбус маршручĕсем ҫыхӑнтарса тăрĕҫ.  Ҫакӑн валли 2024 ҫул варриччен пĕтĕмпе ҫĕнĕ йышши 92 троллейбус туянмалла.  Кунсăр пуҫне ытти объектсене те тĕпрен ҫĕнетсе улăштармалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев 

Пирĕн пуласлăхри тĕллевсем пысăк. Халăха транспортпа ҫӳреме хăтлă условисем йĕркелесе парасси тĕп тĕллевсенчен пĕри тесен те йăнăшах мар пулĕ.  Транспорт хатӗрӗсем паянхи пурнăҫ ыйтакан условисене тивӗҫтермелле.  Хăрушсăрлăх тени яланах малти вырăнта пулмалла.  Вӗсем ҫавӑн пекех экологи требованийӗсене те тивĕҫтермелле.  

Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 3,1 млрд тенкĕпе танлашать,  ăна пурнӑҫлама кирлӗ укҫа-тенкӗне пĕтĕмпех ДОМ.РФ уйӑрать.

ДОМ.РФ  «Инфратытӑм облигацийӗсем» подразделенийĕн директорĕ Александр Аксаков ҫапларах каланă: «Транспорт юрӑхлӑхӗ – хуласене аталантармалли пӗлтерӗшлӗ фактор.  ДОМ.РФ инфратытăма вăй илтерсе ҫĕнетсе улăштарма хатĕр.  Ҫул-йĕр аван пулсан, ҫĕнĕ техникăсем ҫула тухсан, халăха  ҫул ҫӳреме те меллĕ пулĕ.  Асăннă ыйту республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне те пысăк витĕм кӳрет.  Проектпа килĕшӳллĕн 285 пин тăваткал метр ытла ҫурт-йĕр хута кайĕ, 4600 яхӑн ҫемье хăйӗн пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ.  Унӑн уссине Шупашкар хулин агломерацийӗнчи 800 пин ытла ҫын туйса илĕ». 

Проекта 2024 ҫул варринче пурнăҫа кĕртсе пĕтерме плана кĕртнĕ.  Реформăна тĕпе хурса транспорт пайĕ ҫĕнелсе улшăнĕ. Ятарлă предприяти ĕҫне те пуҫарса янă, пуласлăхра вӑл ҫĕршывра  усă куракан троллейбуссен шучӗпе чи хăватлă виҫĕ организаци йышне кӗресси те куҫ кĕретех  пулĕ.  



22 сентября 2023
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter