Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Машиностроитель кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Машиностроитель кунӗ ячӗпе саламлани

Машинӑсем тӑвакан отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Машиностроитель кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Машинӑсем тӑвакан отрасль  40 пин ытла специалиста пӗрлештерсе тӑрать, вӑл – Чӑваш Республикин пӗтӗм промышленноҫ комплексӗн ҫирӗп никӗсӗ.

 Инженерсемпе конструкторсен тата рабочисен ырми-канми тӑрӑшулӑхӗпе пысӑк яваплӑхне пула техникӑн лайӑх пахалӑхне тата шанчӑклӑхне тивӗҫтерме май килет, ӑна туса кӑларассин калӑпӑшӗ ӳсет, чылай отрасльпе сферӑра, ҫав шутра чикӗ леш енче, те питӗ кирлӗ ҫӗнӗ продукци калӑпланса тухать. Вӑл чикӗ леш енчи тавар туса кӑларакансемшӗн тивӗҫлӗ конкурент шутланать. Кӑ­ҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта кӑна Чӑваш Енре туса кӑларнӑ машинӑсене, оборудованипе транспорт хатӗрӗсене экспорта ярасси икӗ хут ытла ӳснӗ. Асӑннӑ кӑтарту республика ют ҫӗршывсене сутакан таварсен ҫур пайӗпе танлашать.

Профессие чунтан парӑннӑшӑн, ырӑ йӑла-йӗркене сыхласа упранӑшӑн тата «Чӑваш Енре туса кӑларнӑ» текен ята ҫӳллӗ шайра тытса пынӑшӑн сирӗнтен кашнинех тав тӑватӑп. Сире ҫитӗнӳсем тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                      Олег Николаев



24 сентября 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter