Чăваш Енре 2024 ҫулта вĕренӳ-производство пĕрлешĕвĕсем (кластерсем) тата виҫҫĕ пуласси паллă

Чăваш Енре 2024 ҫулта вĕренӳ-производство пĕрлешĕвĕсем (кластерсем) тата виҫҫĕ пуласси паллă

2023-2025-мĕш ҫулсенче «Профессионалитет»  федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн 7 пин студента ятарлă пĕлӳпе тивĕҫтерессине плана кĕртнĕ, вĕсенчен кăҫал 3364 ҫамрăка хатĕрлесе кăларма тĕллев лартнă.  Кун пирки  кашни эрнере пулакан планеркăра  ятарлă ведомство ĕҫченĕсем пĕлтернĕ.  

2024 ҫулта Чăваш Республики строительство, промышленноҫ, транспорт предприятийĕсем валли специалистсем вӗрентсе хатĕрлеме  тĕллев лартнă. Ятарлă техникумсенче  ҫӳлерех асăннă сферӑсенче профессие алла илме ҫителĕклĕ таран условисем пуррине те палăртнă паян республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсемпе йĕркелесе ирттернĕ ĕҫлĕ канашлура.   

Пирĕн республикăра 2020 ҫултан пуҫласа  предприятисемпе организацисем валли  специалистсем хатĕрлесси ҫине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ.  «Чăваш Республикишĕн федераци шайĕнче ҫакăн евĕр проекта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартни пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Ӑна пула социаллă сферăпа экономикăна аталантарса пыма тата та меллĕрех пулĕ. Чӑн-чӑн профессионалсем пулсан, ĕҫ те кал-кал каясси куҫкĕретех» – тенĕ  Пуҫлăх.    Проектăн лайăх енĕсенчен пĕри – специалистсене кĕске вăхăт хушшинчех хатĕрлеме май пулни.  Ку питĕ лайăх фактор.  Хальхи пурнăҫра экономикăн мĕнпур сферинчех лайӑх специалистсем кирлĕ. Кун пирки пĕрре мар ҫирĕплетсе калаҫҫĕ кадр ĕҫченĕсем.

2022–2023 ҫулсенчи конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пĕтĕмпе Чăваш Енре 7 кластер йĕркелеме палăртнă.  Вĕсем: Канашра, Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта тата Ҫĕрпӳ тăрăхĕнче пуласси паллă.    «Проект ĕҫне ытларах практикăна халалланă.  Ҫамрăк яш-кĕрĕм пĕрремĕш курсра предприятисемпе организацисене ҫитсе курма пултарать, вĕсен паха ĕҫ опычĕпе паллашать.  Тепĕр тесен, ҫĕнĕ программăпа вĕренсе пыракансем, аслă пĕлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӳрех ĕҫе вырнаҫма  та пултараҫҫĕ.  Коллеждсенчен вĕренсе тухсан ҫамрăксем хăйсен кăмăлне тивĕҫтерекен предприятисенче вăй хума пултарасси те куҫкĕретех пулĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, вĕренӳ программинче чӑн-чӑн профессионалсемпе пĕрле ҫамрăксем производство ĕҫĕпе тĕплĕн паллашассине те шута илнӗ», – тесе ҫирĕппĕн палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Дмитрий Захаров.  

Енчен те маларахри программăсемпе техникумсенче 3,5-4 ҫул хушши вĕренмелле пулнă пулсан, халĕ федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн, проекта васкавлӑн пурнăҫа кĕртес, специалистсене тӳрех ĕҫе явăҫтарас тесе ҫамрăк яш-кĕрĕме 2,5 ҫул хушшинче тарăн пĕлӳ парса предприятисене вырнаҫтарса пыма тĕллев лартнă. 

Палăртса хăваратпăр, аслă пĕлӳ илекенсем валли бюджет вырăнĕсем те нумайланнă.  Пурĕ 250 ҫамрăк вĕренме кĕме пултарать, вĕсенчен 70-шĕ туризм енĕпе, 50-шĕ электроника тата радиотехника, 25-шĕ фармаци, хăрушсăрлăх енĕпе професси пӗлӗвӗ илĕҫ.  

Апла пулсан, Чăваш Енре 2024 ҫулта вĕренӳ-производствин пĕрлешĕвĕсем (кластерсем) тата виҫҫĕ пуласси куҫкĕретех.  

 



25 сентября 2023
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter