Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2022 çулхи ĕçĕн чи лайăх кăтартăвĕсемшĕн паракан гранта ку хутĕнче Шупашкар хулин тата Çĕрпӳ, Красноармейски муниципалитет округĕсен администрацийĕсем илĕç

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2022 çулхи ĕçĕн чи лайăх кăтартăвĕсемшĕн паракан гранта ку хутĕнче Шупашкар хулин тата Çĕрпӳ, Красноармейски муниципалитет округĕсен администрацийĕсем илĕç. Çакăн çинчен Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтерчĕ.

Çак гранта Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшӳллĕн 2006 çултанпа валеçеççĕ. Эппин, вырăнти влаç ĕçне хакламалли критерисем те çирĕпленнĕ. Дмитрий Краснов уçăмлатнă тăрăх, грант хуçисене палăртнă чухне тивĕçлĕ комисси хуласемпе округсен пĕлтĕрхи кăна мар, умĕнхи 2020-2021 çулсенчи ĕçне те шута илнĕ. Муниципалитетсене иртнĕ çулшăн хавхалантарма республика бюджетĕнчен 10 миллион тенкĕ уйăрнă.

Ларăвăн кун йĕркинче укçан хавхалантарассипех çыхăннă тепĕр тема та пулчĕ. Строительство министрĕн заместителĕ Алена Протасевич ял-хулана симĕслетмелли тата хăтлăлатмалли смотр-конкурсăн, республика шайĕнче çуллен ирттерекенскерĕн, кăтартăвĕсене пĕлтерчĕ — çĕнтерӳçĕсене асăнчĕ. Вĕсене хавхалантарма 400 пин тенкĕ ытларах уйăрнă.

Конкурса вунă муниципалитет округĕнчен 34 заявка тăратнă. Тĕрлĕ номинацире 1-3-мĕш вырăнсене йышăннисене хавхалантараççĕ — список самай вăрăм, пурне те асăнаймăн, çапах мала тухнисене палăртса хăварасах килет. Социаллă сфера учрежденийĕсен номинацийĕнче республикăн судмедэкcпертиза бюровĕ 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хăйсен территорине чечек çитĕнтерсе илемлетес енĕпе Тăвайри Петр Бухтулов ячĕллĕ шкула çитекенни пулман. Нумай хваттерлĕ çуртсен хушшинче конкурсра Çĕнĕ Шупашкарти Воин-интернационалистсен урамĕнчи 45-мĕш çурт палăрнă. Уйрăм çынсен пахчисенчен комисси Патăрьелти Селендеевcен хуçалăхне чи пысăк хак панă.

Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров сăмах илнĕ тема та, тĕрĕссипе, ĕçшĕн хавхалантарассинех тĕпе хурать. Вăл «Халăх вĕрентекенĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ çынсене пырса тивет. Ку ята çулла туса хунăччĕ, Чăваш Ен ертӳлĕхĕ ун чухне ăна тивĕçнĕ пирвайхи çынсен ячĕсем юпа уйăхĕн пуçламăшĕнчех, Вĕрентекен кунĕ тĕлне, паллă пулма пултарасси çинчен каланăччĕ. Унччен хисеплĕ ятăн укçан виçекен сумĕ тĕлĕшпе те уçăмлăх пулни вырăнлă. Дмитрий Анатольевич халăх вĕрентекенĕсене укçан хавхалантарасси — окладăн 40% таран хушса тӳлесси — çинчен пĕлтерчĕ. «Таран» сăмах, паллах, хавхалантару виçи ячĕшĕн кăна пулма пултарас хăрушлăх çуратать, çавна май вĕрентӳри пуçлăхсем хисеплĕ педагогсене кӳрентермессе шанмалли кăна юлать.

Ял хуçалăх çĕрне урăх категорие куçарас ыйту нумай калаçтармарĕ. Çĕрпӳсен кивĕ масарĕ тулнă — вырăнти администраци ăна анлăлатмашкăн 0,74 гектарпа танлашакан лаптăк статусене улăштарма ыйтнă. Правительство тивĕçлĕ йышăнупа çапла тума ирĕк пачĕ.

Республика бюджечĕн укçипе пурнăçлама ирĕк пур ĕçсен шутне анлăлатасси те тавлаштармарĕ. Алена Протасевич палăртнă тăрăх, хайхи списока ял-хулари газонсене йĕркене кĕртессипе çыхăннă ĕçсем те туллин кĕрĕç. Унччен газонсене симĕслетмешкĕн республика бюджечĕн укçипе усă курас тĕлĕшпе чару пулнă — вăл сирĕлет.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, ларăва ертсе пынăскер, çак йышăну пурнăç ыйтнипе пĕр килнине çирĕплетрĕ. Юлашки çулсенче републикăра çĕр-çĕр урама, картише хăтлăлатнă — Правительство йышăнăвĕсем çак ĕçе тивĕçтермелле. Çакăнпа пĕрлех Олег Алексеевич территорисене тирпейлес-хăтлăлатас ĕçсем ытларах чухне кĕркуннене юлни вырăнсăррине те палăртрĕ, Строймина ĕçсен пысăкрах пайне çулла пурнăçлассине тивĕçтерме чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru
 



Хыпар
28 сентября 2023
09:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter