Ҫамрӑксемпе ĕҫлессин Чӑваш Енĕн паха ĕҫ опытне федерацин Атӑлҫи округӗнче усӑ курма пултарӗҫ

Ҫамрӑксемпе  ĕҫлессин Чӑваш Енĕн паха ĕҫ опытне  федерацин Атӑлҫи округӗнче усӑ курма пултарӗҫ

Кун пирки Чăваш Республикин  Пуҫлăхĕ Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров йĕркелесе ертсе пынă Канаш ларăвне пĕтĕмлетнĕ май каланă.  Ҫамрăксем ҫине пысăк тимлĕх уйăрасси, ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса ҫитĕнтересси паянхи  кун йĕркинчи актуаллă ыйту.

«Канаш ларăвĕн кун йĕркине асăннă  темăна регионсен пуҫлăхĕсем сĕннипе кĕртнĕ.    Ҫамрăксене ытларах информаци пама тӑрӑшаҫҫӗ, кирлĕ-кирлĕ мар хыпарсене яш-кĕрĕм тепре чухне ăнланса та илеймест, кирлĕ мар  пĕтĕмлетӳсем туса  тĕрĕс мар йышăнусем туса хăварни вара пушшех те пăтăрмахсем патне илсе ҫитерет.  Паян ҫĕршывра пулса иртекен пулăмсене ҫамрăксен тĕрĕс ăнланса пымалла, пурте пĕрле ӑҫталла ăнтăлнине лайăх ăнкармалла», – тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче  Игорь Комаров.  РФ Президенчĕн  Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ хăш-пĕр уйрăм ĕҫсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, туллин ăнлантарса панă.    Ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă  тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе анлă ĕҫсем йĕркелесе пынине хыпарланă.  «Пĕлтĕр регионсенчен обществăлла проектсем хатĕрлекенсен йышĕ самай ӳсрĕ. Ачасемпе ҫамрăксем валли кăсăклă проектсем пурнăҫа кĕртсе пынă.  Кашни проект ĕҫне ачасем хутшăнса хăйсен тавра курăмне ӳстерсе пычĕҫ.  Кашни проекта муниципалитетсен шайĕнче йĕркелесе пыма тăрăшни паха.  Ачасем шкул ҫулĕсенчех проект ĕҫне кӳлĕнсен, вĕсем ӳссе ҫитĕнсен те ушкăнпа ĕҫлеме, пĕрне-пĕри ăнланса пулăшса пыма вĕренсе пыраҫҫĕ. Паянхи пурнăҫ ыйтакан тĕллевсене пурнăҫлама хаваспах хутшăнаҫҫĕ.    Ҫамрăксем малтан муниципалитет, каярах регион, унтан Раҫҫей шайне тухса хăйсен пысăк ҫитĕнĕвĕсемпе пире хавхалантарма пултарайраҫҫĕ», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Кун пек ĕҫе йĕркекелесе пырсан, эпир ҫитĕнӳсем тума пултарасси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр. 

Чăваш Республикин паха опычĕ пирки сăмах пуҫарнă май, регион Пуҫлăхĕ муниципалитет шайĕнче Патшалăхӑн ҫамрăксен политикин стандарчĕпе витĕмлĕ ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ.  Ачасемпе ҫамрăксене воспитани парас ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине те палăртса каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Тепĕр ҫĕнĕлĕхе те – муниципалитет пуҫлăхĕсен ҫамрăксемпе ĕҫлекен советникĕсен должноҫне туса хунине – асӑнса хӑварнӑ.  

РФ Президенчĕн Атăлҫи Федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Чăваш Енре ҫамрăксемпе чылай паха мероприяти ирттернине палăртнă.  Уйрăмах ҫитĕнекен ăрупа ҫарпа патриотизм темипе курăмлă ӗҫсем туса пынине каланă вăл.  «Тĕрлĕ клубсен ĕҫне пуҫарса янă, вĕсене хутшăнакансен йышĕ палӑрмаллах ӳссе пынă. Вӑл 13,7 пин ҫынна ҫитни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать.  Кăтарту Атăлҫи федераци округĕнче чи лайăххи», – тесе палăртнă полномочиллĕ представитель. 

Ача сачĕсенче те сахал мар кăсăклă мероприятисем ирттернĕ.  «Ачасен балĕ»,  «Ҫамрăк юнармеецсен парачĕ» мероприятисем уйрăмах кашни ҫул анлăн иртеҫҫĕ.   Сăрпа Хусан чиккисене  тума хутшăннисене халалласа йĕркеленĕ мероприятисене ҫитĕнекен ăру хаваспах хутшăнать.  Ачасем валли 65 мультфильм ӳкернĕ, вӗсен ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе тĕрлĕ макетсем ăсталанă.

Республикăра ырă ĕҫ тăвакансен юхăмĕ ҫирĕп аталанса вăй илсе пырать.  Ҫут ҫанталăка упрас, ăна сыхласа хăварас ĕҫе те ҫитĕнекен ăру хастар хутшăнать.  Атăлҫи федераци округĕнчи регионсен хушшинче эколог-волонтерсен шучӗ пирӗн тӑрӑхра чи нумаййи. 

«Раҫҫей Федерацийĕн тивĕҫлĕ гражданĕсем пулса ҫитĕнччĕр тесен, вĕсене мĕн ачаран тăван тавралăха, тăван ҫĕршыва юратма, ăна хисеплеме, уншăн парăнса пурăнма вĕрентсе пымалла.  Паян ку ăнлавсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн ҫĕршывăмăра упрамалла, вăл аталанса вăй илсе пытăр тесен кашнин яваплăха туйса, таса чунпа ĕҫлесе пыма тăрăшмалла.  Ҫитӗнекен ӑрӑва мĕн ачаран тĕрĕс воспитани парса ӳстерсен, ҫамрӑксем усал ĕҫсем тумĕҫ, тĕрĕс ҫулпа пырса ҫитĕнӳсем тăвассишĕн тӑрӑшĕҫ.  Пĕр ачана та тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче асăннă ыйтусем ҫине пысӑк тимлĕх уйăрмалла. Пуласлăх ҫутă та лайăх пултăр тесен, пирĕнтен кашнин хамăра шанса панă ĕҫсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫламалла», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Канашлура пăхса тухнă тепĕр ыйту – ҫамрăк ҫемьесен клубĕсен ĕҫне вăйлатасси. Ку юхăма аталантарса пымалли пирки каланă ларăва пухăннă ертӳҫĕсем, ҫак ӗҫе ҫар служащийĕсене, ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă хастарсене явăҫтарсан вырăнлă пулассине асăннă вĕсем.  Ҫамрăксен проекчĕсене пурнăҫа кĕртес ĕҫе студентсене, ҫарпа патриотизм клубĕсен ертӳҫисене тата ытти хастарсене явăҫтарни пĕлтерĕшлĕ пулнине палӑртса хӑварнӑ.  

Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче, аслă пĕлӳ паракан учрежденисенче музей ĕҫне пуҫарса яни вырӑнлӑ пулмалла.  Театрсен, спорт уйрăмĕсен, ҫарпа-патриотизм пĕрлешĕвĕсен клубĕсен ӗҫне йĕркелесе пыни те аван.  Пĕр сăмахпа каласан, ҫитĕнекен ӑрӑва аталанса пыма, тавра курăмне ӳстерме кирлĕ пек мĕнпур условисем туса пама тăрăшмаллине чĕнсе каланă канаш ларăвне пухăннисем.



29 сентября 2023
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter